Халăх йышĕ чакни шухăшлаттарать

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2020, 11:58 Просмотров: 824

 Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче пирĕн халăх фашистла Германие çĕнтерни 75 çул çитнине хисеплĕн паллă турĕ. 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Хĕрлĕ лапамра Çĕнтерỹ парачĕ иртнĕ. Кăçал та шăп çак кун тĕрлĕ чаçре службăра тăракансем мăнаçлăн утса тухрĕç, хăватлă техника та пулчĕ. Çĕнтерỹ парачĕпе пĕр кунта Чăваш автономийĕн облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявларăмăр.

Пирĕн республика ял хуçалăх регионĕ шутланса тăрать, экономикăн тухăçлă ытти отраслĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Шел пулин те, юлашки çулсенче çын вилеслĕхĕ ỹсет. Çуратаслăх палăрмаллах пĕчĕк. Пепкесене амăшĕн варĕнчех вĕлересси вара пысăк.Çак утăма туни сывлăхшăн питĕ сиенлине, уйрăмах çамрăксене пырса тивет, тухтăрсен, тĕн çыннисен ытларах ăнлантарса памалла.

Çĕршывăн ытти регионĕсенчи пекех, Чăваш Енре те иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче демографи лару-тăрăвĕ япăхланнă. 1992 çулта çын вилесси çуралнисенчен иртнĕ. Çакна демографсем пурнăç шайĕ чакнипе, хаксем хăвăрт ỹснипе тата ĕç хĕсĕккипе çыхăнтараççĕ.

Пирĕн районта 1970 çултан пуçласа 2019 çулччен 20 пин ытла çын сахалланă. Çакă Елчĕк районĕнче халĕ пурăнакансен йышĕпĕ танлашать. Тăрăнпа Кĕçĕн Патăрьелĕнчи кăтартусем те савăнтармаççĕ. Кăçалхи 8 уйăхра вĕсенче икшер пепке кун çути курнă, 6 тата 8 çын вилнĕ. Вăтăршар кил пушă ларать.

Тăрăнти 1839 çулхи августăн 12-мĕшĕнче хута кайнă шкул та вĕренекенсем çукран кичеммĕн курăнать. 1969 çулта пĕлỹ çуртĕнче 17 класра 416 ача ăс пухнă.

 Пирĕн пуласлăха çăмăл автомобильсен шучĕпе мар, ача сăпкисемпе шутламалла.

В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика