Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020 09:48 Просмотров: 491

Наци ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Вячеслав Борисов Наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн ларăвне ирттернĕ. Унта наципе культура тата тĕн организацийĕсене регистрацилесси епле пынине тишкернĕ. Тĕн организацийĕсенче террортан хÿтĕленес тĕллевпе туса ирттермелли ĕçсем пирки те сăмах хускатнă. Республикăн культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова наци хутшăнăвĕсене çураçуллă йĕркелес енĕпе çыхăннă патшалăх программисем çинчен каласа кăтартнă.

Чăваш патшалăх педагогика университечĕ 90 çул тултарнă

Шăп 90 çул каялла, октябрĕн 2-мĕшĕнче, университетра занятисем пуçланнă. Пĕрремĕш вĕренÿ çулĕнче виçĕ уйрăмра 110 çамрăк вĕреннĕ. Юбилее халалласа аслă шкулта уçă лекцисем, ăсталăх сехечĕсем, конкурссем, концерт тата ытти мероприяти иртнĕ. Çак сумлă уяв ячĕпе преподавательсемпе студентсене Вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алевтина Федорова, ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов саламланă, чи сумлă вĕрентекенсене тĕрлĕ наградăпа чысланă.

Телефестивальте çĕнтернĕ

Волгоград хулинче çарпа патриот фильмĕсемпе программисен Пĕтĕм тĕнчери вуннăмĕш телефестивальне пĕтĕмлетнĕ. Унта «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕ те хутшăннă. Кăçалхи юбилейлă фестивале коронавирус пандемине пула инçет çыхăну мелĕпе ирттерме тивнĕ. Марина Карягина режиссерăн тата сценаристăн Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов тата Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерĕпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасă режиссерĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ «О чем молчат куклы деда Тероша» документлă фильмĕ «Чи лайăх телеочерк» номинацире çĕнтернĕ.

Тухтăрсене хисеп туса -стела

Октябрĕн 1-мӗшӗнче Шупашкарта стела уҫнӑ. Ҫав пулӑма республикӑн сывлӑх сыхлавĕн министрӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ. Медицина ӗҫченӗсене асра тытнине палӑртакан стелӑна Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине, Республикӑн судпа медицина экспертизин бюровӗн картишӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чумана, оспӑна, хӑрушӑ ытти инфекцие, ҫавӑн пекех кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑсем шутласа кӑларма хутшӑннисене хисеп туса уҫнӑ.

Чăваш юманĕ - иккĕмĕш

«Раççей йывăçĕ – 2020» конкурс вĕçленнĕ. Унта Дагестанри авалхи платан çĕнтернĕ. Вӑл 39 пин те 82 сасă пухнă. Конкурса тăратнă 12 йывăç хушшинче чăваш юманĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă. Уншăн 25 пин те 720 çын сасăланă.

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика