Блиц-интервью: Альбина Юрату

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020, 09:48 Просмотров: 637

Паян пирĕн редакци хăни – Альбина Юрату сăвăç. Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă ентешĕмĕр – Чăваш писателĕсен, Халăхсем хушшинчи писательсен, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕсен членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата тĕрлĕ конкурс лауреачĕ. А. Юратун нумай кĕнеке тухнă. Çав шутра çамрăксемпе ачасем валли çырнисем: «Каях, сывă пул…», «Эпĕ сана юрататăп…», «Эп чи пуян хĕрарăм çĕр çинче», «Алфавит А ‒ Я», «Туслă çемье» т. ыт. те. Унăн хайлавĕ «Саламлăр аннĕре» коллективлă сборника та кĕнĕ. Альбина Васильевна Нина Абрамовăн «Счастье Райской птицы. Çăтмах кайăкĕн телейĕ» кĕнекине кĕнĕ калавсемпе юмахсене чăвашла куçарнă.

‒ Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

‒ Маншăн литература ‒ аваллăхпа паянхине çыхăнтаракан сăмах хăвачĕпе асамлăх кĕперĕ. Çавăн пекех маншăн литература ‒ ĕлĕкхипе хальхине нихçан сÿтĕлми тĕвĕлесе тăракан çирĕп пурçăн çип. Шăп та лăп литература куç умне çĕр çинчи этем пурнăçĕн мĕнпур илемĕпе вăрттăнлăхне, ыррипе усаллине, хурланăвĕпе савăнăçне, юратăвĕпе ыратăвне, çуттипе тĕттĕмлĕхне уççăн кăларса тăратать, этем чун-чĕринче вĕресе тăракан туйăмсене авторăн ăсталăхĕ урлă çиеле кăларса тарăннăн ăнланма пулăшать, кăмăла хăпартать, пурнăç ÿкерчĕкĕсене тĕрлĕ меслетпе яр уçăмлăн сăнарлать. Пĕр чăнлăх çеç, литература пулман пулсан этем кун-çулĕ еплерех аталанĕччĕ-ши? Этем паянхи хăйĕн ăс-тăнлăхĕн шайне çитейнĕ пулĕччĕ-ши?

‒ Мĕн хавхалантарать сире çырма?

‒ Паллах, ЮРАТУ. Чунра, чĕрере çуралакан таса та сăваплă куççуль тумламĕ евĕр, çутă та черченкĕ сывлăм пĕрчи пек ЮРАТУ. Юратса ывăнсан вара, чунăн çак хĕрÿ туйăмран канасси килсен, калас тенине, калама пултарнине хам хыççăн пичетре хăварас, вулакан патне илсе çитерес килни. Çĕр чăмăрĕ çинчен ним те тума пĕлмен çын пек пĕр йĕрсĕр çухаласран хăрани.

‒ Юратнă поэт, прозаик.

‒ Ача чух Никифор Мранькапа Александр Пушкин хайлавĕсене антăхса кайса вулаттăм. Халь вара Римма Казакова, Марина Цветаева, Лариса Рубальская, Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова, Валерий Раштав сăввисен тинĕсĕнче ишме кăмăллатăп… Хамшăн студент чух Михаил Булгакова уçрăм. Тепĕр тесен, университетра вĕреннĕ чух списокпа килĕшÿллĕн ют тата Раççей халăхĕсен хайлавĕсене çине тăрсах вуланă. «Иккĕ» паллă илес килменни, стипендисĕр тăрса юласси хăратнă. Вăхăта тата ăс-тăн аталанăвне кура тĕрлĕ авторсене килĕштернĕ, хавхалансах чуна кĕртнĕ.

‒ Юратнă кĕнеке.

‒ Вĕсем питĕ нумай. Кунта кашнине асăнса та пĕтереймĕп. Тĕнчери мĕнпур фантастăн кĕнекисене ал айне лексен юратсах тишкеретĕп. Уйрăмах мана мистика тыткăнлать. Фантастикăпа мистикăра этемлĕхĕн пуласлăхне куратăп. Паянхи кунччен вуланă хайлавсенче мĕн çырни веçех пурнăçланса пыни чăннипех те тĕлĕнтерет, тепĕр чух аптратать те. Уйрăм авторсем пуласлăха çав тери тĕрĕс, витĕр курса çутатса пама пултарни вара чылай чух анратсах ярать. Ăçтан пĕлеççĕ тата епле кураççĕ-ха çав çынсем пирĕн пуласлăха тесе шухăшсен çавра авăрне путатăп…

‒ Май пулнă тăк хёш çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

‒ Соломон патшапа. Вăл çырса хăварнă «Песнь песней» хайлав чуна чечеклентерет. Соломон патшапа ун хĕрÿ те таса юратăвĕ пирки çĕр çывăрми калаçнă пулăттăм… Кунсăр пуçне авалхи философ-çыравçăсемпе пуринпе те тĕл пулса чуна уçăттăм. Çак çут тĕнче епле пуçланса кайнинчен пуçласа вăл епле аталанни пирки тата пурнăçăн пĕлтерĕшĕ пирки тĕпчесе пĕлĕттĕм.

‒ Пурнăç девизĕ.

‒ Девиз темелле-ши ăна? «Хăв тĕрĕс иккенне пĕлен пулсан нихçан та парăнмалла мар, çине тăрсах ĕнентермелле, хăвăн тĕрĕслĕхне çирĕплетмелле, çынсен куçĕсене уçмалла».

‒ Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

‒ Кăмăла кура. Кăмăл-туйăмпа пайлашас килсен пичете париччен туссене, тăвансене, хамăн ачасене вуласа пама пултаратăп, кăтартатăп. Чунри асамлăха сĕвĕрĕлтерес килмесен вара тÿрех хаçата е журнала пичетлеме паратăп. Никамăн сĕнĕвне те чуна çывăх илместĕп, кÿренместĕп, мĕншĕн тесен кашнин хăйĕн шухăшĕ, тĕнче курăмĕ, пурнăç опычĕ. Пĕри пĕр тĕрлĕ хаклать-калать, тепри тепĕр тĕрлĕ çаптарать, хăйĕнне ĕнентерме тăрăшать. Эп çырни вăл – эпĕ çырни. Ман пек никам та туймасть, ман чунри шухăша никам та ман пек сăнарласа кăлараймасть, ман пек уçса параймасть, хаклаймасть. Пĕр чăнлăха ăнлантăм. Чунри туйăмсем-шухăшсем вулаканпа пĕр килни ‒ иксĕмĕр те савăнăçпа хурлăха пĕр евĕрлĕ чăтса ирттерни-туйни, кун-çулта пĕр пек туйăмсемпе ейленни. Енчен те вулакан эпĕ мĕн туйнине курман-чăтман пулсан, ăна ман хайлавсем хумхантармасан та пултараççĕ. Мухтакансене те, тиркекенсене те тав тăватăп, çавах та хамăн пуçри шухăшсемпех юлатăп, çырлахатăп. Хăш-пĕрисем пек чапшăн тата орден-медальшĕн çунмастăп. Кăкăр çине вун-вун орден-медаль çакни, кашни пули-пулми ятшăн хыпкаланни, чап хыççăн чупса кашни конкурса хутшăнни мана питĕ кулăшла пек туйăнать. Укçа алра ирĕклĕ пулнă пулсан вун-вун кĕнеке кăларнă пулăттăм. Паллах, грамматикăпа стилистика йăнăшĕсене асăрхакансене чылай чух итлетĕп, хайлава тÿрлететĕп. Тепĕр чух тÿрлетмесен те пултаратăп. Авторăн хăйĕн уйрăм пунктуаци правилисем тесе шутлатăп. Ку ‒ урăх калаçу.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика