"Юрататăп сана, капитан..." повесть

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020, 10:01 Просмотров: 621

 Окончание

- Телейлĕ пулăр, Люба тата Алеша, сирĕн çуртăр ача-пăча сассипе илемлентĕр!

- Тавтапуç! - хуравларĕç çамрăксем.

Малалла вара, алăк хăлăпне тытнă май, Алексейĕн амăшĕ Геннадий Витальевичпа Эльвира Сергеевна çине ăмсануллăн пăхса илчĕ.

 - Сире те пĕр çемьере телейлĕ пурăнма ырă сунатăп, - хăй сисмесĕрех йывăррăн хаш! сывласа илчĕ нимĕç çĕршывĕн пуян хĕрарăмĕ. - Сывă пулăр!

- Чипер кайăр! - терĕç Гордеевсемпе Першинăсем. - Малалла та килсе çỹрĕр!

 - Мăнука курма килетĕпех!

 – Кĕтетпĕр! Питĕ кĕтетпĕр! - Эльза Николаевнăна ăсатма хатĕрленнĕ май пĕрин хыççăн тепри кăмăллăн хуравларĕç Алешăпа Люба. - Люба, эсĕ аннене ăсатма хальлĕхе пĕчченех тух-ха, - хыпаланса калаçрĕ Алексей. - Эпĕ хăвăрт кăна...

Хăйĕн ывăлне çар офицерĕн тумĕпе курма май килменнишĕн амăшĕ самаях пăшăрханнине туйса, алăк хупăнсанах Алексей васкавлăн хыçлă тенкел патне утса пычĕ. Ун çине тирпейлĕн çакса хунă капитан пакунĕллĕ кĕпине тата шăлаварне вăл курсант чухнехи хăвăртлăхпа тăхăнса ячĕ те урама чупса тухрĕ. "БМВ Х6" автомашина умĕнче Любăпа юнашар тăракан амăшĕ тỹрех подъезд патнелле ыткăнчĕ, хăй чун панă ывăлне ыталаса илсе шăппăн ĕсĕклеме пуçларĕ. - Акă мĕн пысăкăш пулса кайнă эсĕ, Алеша, - пуçне ывăлĕн хулпуççийĕ çине хурса куççуль витĕр калаçрĕ амăшĕ. - Каçар, каçар, ывăлăм, ман кăкăрăм таран ỹснĕ хыççăн эсĕ малалла мĕнлерех аталанса пынине эпĕ кураймарăм, хамран çỹллĕ те илемлĕ йĕкĕт пулса тăнине те сиссе юлаймарăм... Эсĕ авă аннесĕрех, хăв тăрăшнипе, аçу пулăшнипе опытлă çар хирургĕ пулса тăнă, капитана çити çĕкленнĕ. Сан пакуну çинче мĕн чухлĕ çăлтăр... Пĕлетĕп: кашни çăлтăршăн темиçе çул тар тăкса ĕçлемелле...

Амăшĕ чылай çул капланнă чун ыратăвне халĕ каллех куççуле куçарнине, çапла майпа вăл хăйĕн чĕрине çăмăллатнине, врач сисĕмлĕхĕпе туйса, Алексей пĕр сăмах та чĕнмерĕ, унăн кухньăра каласа пĕтереймен сăмахĕсене пỹлмерĕ.

Юхрĕ те юхрĕ амăшĕн ỹкĕнỹ сывлăшĕпе тулнă вĕри куççулĕ. Шăрçа-тумламсем пакун çинчи ылтăн тĕслĕ пĕчĕк çăлтăрсем çине шăпăртатрĕç, вĕсене çап-çуттăн ялкăштарса кĕпе çине йăрăлтатса анчĕç... - Алеша, эпĕ сана офицер тумĕпе курасшăн пулнине ăçтан пĕлтĕн эсĕ? - ерипен лăпланса кăштах каялла чакса куçне сăмса тутрипе шăлма пуçларĕ амăшĕ.

- Амăшĕпе ачи хушшинче куçа курăнман темле çип пур, теççĕ. Шăпах çак çип урлă туйса илтĕм те эпĕ санăн шухăшна. Эсĕ кухньăри тенкел çинчи çар форми çине пăхса илтĕн те, сан куçунта эпĕ тỹрех савăнăç çутине асăрхарăм.

- Эсĕ çар çынни пулни мана чăннипех те савăнтарать. Санпа мăнаçланатăп та эпĕ, Алеша.

Малалла амăшĕпе ывăлĕ нимĕçле шакăлтаттарса калаçма тытăнни çывăхра тăракан Любăна питĕ тĕлĕнтерчĕ: ара, педуниверститетра вĕреннĕ вăхăтра çак чĕлхе предмечĕ уншăн чи йывăррисен шутĕнче пулнă-çке-ха. Кун хыççăн вĕсем пĕр хушă чăвашла пуплесе илчĕç те, Любăна та ăнланмалла пултăр тесе, каллех вырăс чĕлхи çинех куçрĕç.

 - Маттур, ывăлăм, виçĕ чĕлхепе те таса калаçатăн,- мухтаса илчĕ Алешăна ют чĕлхесен преподавателĕн дипломĕллĕ амăшĕ.

- Виç чĕлхе вăл виç ăс маншăн, - шỹт туйăмĕпе хуравларĕ Алексей.

 - Аттепе анне чĕлхисене тата Раççейри мĕн пур халăхсене пĕр-пĕрне ăнланма май паракан вырăс чĕлхине лайăх пĕлни - кашнинех чыс кỹрекен ырă пулăм.

- Анне, Германири Гамбург хулинче санăн медицина центрĕ пур терĕн, - Эльза Николаевнăшăн пач кĕтмен калаçăва хускатрĕ ывăлĕ. - Çитес çулсенче эпĕ службăра тăракан Саратовра та çакнашкал центр уçас кăмăл çук-и санăн?

- Питĕ вырăнлă ыйту, - савăк туйăмпа хуравларĕ амăшĕ. - Тỹрех калатăп: уçма пулать. Ун чухне вара санпа тата Любăпа тăтăшах тĕл пулма пуçлăпăр. Эсĕ çак центрăн тĕп врачĕ пулăн.

 - Килĕшетĕп санпа, анне. Анчах тепĕр сакăр çултан, эпĕ запаса тухсан. Кăçал подполковник званийĕпе запаса тухнă шанчăклă юлташăм пур манăн. Вăл питĕ ăста хирург. Çар формине хывсан хула больницине ĕçлеме куçрĕ. Малтанлăха Николай Васильевич Ширяев санăн медицина центрĕнче тĕп врач тивĕçне пурнăçлама пултарать.

- Сан шухăшупа килĕшетĕп, Алеша. Эсĕ запаса тухсан вара вăл сан заместитель пулĕ.

- Анне, хулара центр уçассине вăраха тăсса ярас марччĕ. Хальхи чи çĕнĕ медицина оборудованийĕллĕ учреждени халăха питĕ кирлĕ.

 - Паллах. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан, санăн килес çулхи отпускна Любăпа пĕрле Италири Каприо утравĕ çинче ирттерĕпĕр. Унта вара пĕтĕмпех тĕплĕн сỹтсе явăпăр.

- Анне, укçа-тенкĕ енĕпе хĕсĕкрех пурăнакан çынсене çак центрăн хирурги уйрăмĕнче тỹлевсĕрех операци тăвассине те йĕркелĕпĕр вара. Çакнашкал операцисене службăран пушă вăхăтсенче, канмалли кунсенче хам та хутшăнма пултаратăп.

 - Çак шухăшна та ырлатăп, ывăлăм. Çынна ырă туни яланах Турă пулăшăвĕпе таврăнать. Эсĕ аçу пекех ырă кăмăллă пулни, йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма тăрăшни, пытармастăп, чĕрене ăшăтать.

- Ку вăл - врач тивĕçĕ, анне.

- Автомашина килĕшет-и вара сире? - хура "Роллс-Ройс" еннелле аллине тăсрĕ Эльза Николаевна.

- Çак транспорт çав тери килĕшет пире, - Любăна хулпуççирен ачашшăн тытрĕ Алексей. - Çак автомашинăпа Любăпа иксĕмĕр ыранах Шупашкара вĕçтерĕпĕр, ун валли туй çи-пуçĕ туянăпăр. Пысăк парнешĕн, чаплă автомашинăшăн тепĕр хут тав сана, анне.

–Çынсене вилĕмрен çăлакан çар хирургĕн, илемлĕ сăн-питлĕ капитанăн лайăх автомашинăпа çỹремелле. "Роллс-Ройс" сире иксĕре те савăнăç кỹрсе тăтăр.

- Ырă сăмахушăн тавах.

- Ытарайми ывăлăм тата пулас кинĕм, манăн вăрăм çула тухма та вăхăт çитрĕ пулас, - бриллиантсемпе илемлетнĕ ылтăн сехечĕ çине пăхса илчĕ Эльза Николаевна. Вăл пилĕк миллион тенкĕ тăракан çак пысăк та хитре сехетне вăр-вар салтрĕ те ăна Люба аллине çыхса ячĕ.

- Тавах парнешĕн, Эльза Николаевна, - йăл! та йăл! çиçрĕ хитре хĕр.

- Туй парнисене малтанах парса хутăм сире: Алешăна - автомашина, Любăна - ылтăн сехет. Эльза Николаевна хăйĕн ывăлне тата пулас кинне ăшшăн ыталаса илчĕ те, каллех шывланма пуçланнă куçне шăла-шăла: "Пĕр-пĕрне итлесе тата хисеплесе пурăнăр, манăн хаклă çыннăмсем, - терĕ. - Малашне час-часах пĕрле пулăпăр".

- Вăрăм çулу такăр пултăр, анне, - аллине кăмăллăн сулкаларĕ Алексей.

- Эпир сана хамăр патăрта яланах чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, Эльза Николаевна, - хăйĕн юратнă çынни çумне хутшăнса аллине вĕлтĕр-вĕлтĕр вылятрĕ Люба.

- Хальлĕхе сывă пулăр, манăн ытарайми çыннăмсем, - автомашина алăкне уçса пуçне тайса илчĕ Эльза Николаевна. - Шăнкăравлăр! Визитка - папкăра!

Хăватлă мотор кĕрлевĕллĕ "БМВ Х6" автомашина ерипен вырăнтан хускалчĕ те, кĕскен пиклетсе илнĕ хыççăн, хăвăртлăхне ỹстерсе пырса, федераци пĕлтерĕшлĕ "Çĕрпỹ-Сызрань" автоçул еннелле вирхĕнчĕ...

И. Медведев.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика