Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020 10:02 Просмотров: 452

 Баянист, педагог, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1977 ç.), Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1995 ç.) Сергей Иванович Николаев (08.10.1945 - 07.03.2007, Первомайски) çуралнăранпа - 75 çул.

С. Николаев - Ф.П. Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищин, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. Ĕç биографине 1964 çулта Патăрьелĕнчи ача-пăча музыка шкулĕнче çырма пикеннĕ. 1968-1984 çулсенче концертмейстер, баянист, музыка учителĕ, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче художество пултарулăх ушкăнĕсен ертỹçи пулса тăрăшнă. 1984-2006 çулсенче Шупашкарти педагогика училищинче (халĕ колледж) музыка преподавателĕ пулса ĕçленĕ.

1977 çултанпа хăйĕн тĕп ĕçĕпе пĕрлех "Нарспи" юрăпа ташă ансамблĕнче концертмейстер-баянист ĕçĕсене те туса пынă. Ентешĕмĕр Мускав, Чулхула, Смоленск, Йошкар-Ола,Хусан, Владимир хулисенче иртнĕ художество пултарулăх фестивалĕсенче лауреат ятне тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1