Пĕрле тăрăшсан ĕç кал-кал пырĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020, 10:03 Просмотров: 609

Ачасене ỹстересси нихăш саманара та çăмăл пулман. Вĕсене воспитани парасси - ашшĕ-амăшĕн куллен туса пымалли тивĕçĕ, ĕçĕ, Воспитани ыйтăвĕпе шкулăн, педагогăн кăна ĕçлемелле тесе шухăшлакансем хытă йăнăшаççĕ. Учительсем темĕн чухлĕ вăй хурсан та, çемье пулăшăвĕсĕр воспитани ĕçĕнче ăнăçу пулмĕ.

Час-часах ашшĕ-амăшĕ учительсемпе калаçнă чухне вăхăт çукки пирки ỹпкелешме пăхать. Анчах ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарман, пурнăçра тĕрĕс вырăн йышăнма вĕрентмен, мал ĕмĕтлĕ пурнăçшăн ăнтăлас туйăма хускатман пулсан, ăçтан ăнăçу пултăр? Кăмăл пулсан, кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе калаçма, вĕсем хăйсене мĕнле тыткаланине хаклама вăхăт тупатех. Ача хăйне хăй тĕрĕс хак пама пĕлесси чи малтан ăна мĕнле вĕрентсе -хăнăхтарса ỹстернинчен килет. Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлла вĕренни - юр синче. Ача чух тăрăшса вĕренмеллине пĕлтерет çак ваттисен сăмахĕ. Шкулсенче вĕренме хальхи вăхăтра пур майĕ те çителĕклĕ. Мĕнле професси илесси ачасенчен тата ашшĕ-амăшĕнчен килет, паллах. Шкулăн та ку енĕпе нумай ĕçлемелле. Вĕреннĕ çын яланах çĕнĕлĕх шырать, лава малалла çĕнĕлле туртать. Çавăн пекех, кирек епле ĕç тусан та çынпа калаçмалла. "Пĕр пуç - лайăх, икĕ ăс тата лайăхрах", - тенĕ ĕлĕкех. Çынпа ăшшăн калаçмалла, сывлăх сунмалла. Мĕн пĕчĕкрен ачана аслисене хисеплеме вĕрентмелле.

Чăваш культуринче çичĕ ăнлав пур. Кашнийĕ çак çичĕ пилпе килĕшỹллĕ пурăнать пулсан вĕсене чăн-чăн çын тесе шутланă. Çаксене çамрăк ăрăва хисепе тивĕçлĕ тата телейлĕ çынсем тăвас тĕллевпе ырă сунса вĕрентсе каланисем теме те пулать. 1. Ĕçе хăнăх. 2. Сывлăха упра. 3. Ăслă-тăнлă пул. 4. Ырăпа ырă пул. 5. Туслăхра - вăй. 6. Тĕрĕслĕх - чи хаклă пуянлăх. 7. Чыса упра. И. Я. Яковлев та "Чăваш халăхне панă халалра" туслăхпа килĕшĕве, çирĕп çемьене, сывă пурнăç йĕркине, ỹкĕте кĕнине, ĕçе юратнине, тĕрĕслĕхе, сăпайлăха мала хунă.

Ачасен пуласлăхĕ пирĕнтен, аслисенчен, ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Ача кунран-кун улшăнса аталанса пырать. Шкулпа, учительсемпе пĕр шухăшлă пулни кирлĕ. Лава пĕрле туртсан çеç ĕç кал-кал пырĕ.

З. ВАСИЛЬЕВА, Аслă Чементи вăтам шкулта пуçламăш класра вĕрентекен

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика