Алли ылтăнран çĕвви пулать шăрçа пек

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020 10:06 Просмотров: 531

ЧĂВАШ Республикинчи ал ĕç ăстисен пĕрлешĕвĕн членĕ, Туçари вăтам шкулта технологи урокĕсене ертсе пыракан Антонина Глинкина вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ япала хатĕрлеме ăста. Çавăн пекех вăл пуканесене те чăваш тумтирне çĕлесе, тĕрлесе тăхăнтартать. Пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакансене вăл хăйĕн пултарулăхне хаваспах вĕрентет. Нумай пулмасть Антонина Васильевна И. Н. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи технологипе экономика факультетĕнчи иккĕмĕш курс студенчĕсемпе мастер-класс йĕркеленĕ. Вăл вĕсене килте тĕртнĕ пиртен чăваш кĕпи мĕнле касса çĕлемеллине каласа тата кăтартса панă. Пĕрлех пуçа тăхăнмалли хатĕрсемпе, вĕсен историйĕпе, хăш уявсенче тăхăннипе паллаштарнă. Студентсем валли А. Глинкина хăйĕн ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ.

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика