Инкекрен сыхлансан аванрах

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020 10:52 Просмотров: 417

КĔРХИ çанталăк хăйĕн пирки аванах систере пуçларĕ. Кăнтăрла ăшă пулсан та ирлĕ-каçлă аванах сулхăн, çавна май мăрьесенчен тĕтĕм тухма пуçларĕ. Газ кĕртнисем "кăвак çулăм" ырлăхĕпе усă кураççĕ-ха, çав вăхăтрах ялсенче каланкка хутакансем те пур. Хĕле кĕриччен пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса кăмакасен юсавлăхне тĕрĕслеме манмалла мар. Пушар хуралĕнче вăй хуракансем вăхăтран вăхăт хăрăм тасатмалли, çурăк çуккине пăхмалли, кĕле пластмасран тунă савăта хума юраманни, кăвар тухса ỹксе инкек кăтартасран каланкка умне шăвăç вырнаçтармалли пирки, çавăн пекех газăн мăрйисене те пăхсах тăмалли пирки аса илтереççĕ. Инкекрен сыхлансан аванраххине асрах тытасчĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета