Кĕр пуянлăхĕ савăнтарать пурне те

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020 10:53 Просмотров: 491

ШĂХАЧРИ культура çуртĕнче кĕр ырлăхĕпе савăнса "Тухăç-2020" курав йĕркеленĕ. Шăхачра тата Кĕçĕн Чементе пурăнакансем хаваспах хăйсен пахчинче çитĕннĕ пахча çимĕçе, улма-çырлана, куçа таçтанах илĕртекен тĕрлĕ тĕслĕ чечексене илсе килнĕ. Куракансем савăнсах вĕсемпе паллашнă, пĕр-пĕрне туса илнĕ çимĕçе хĕле валли хатĕрлемелли рецептсем пирки каласа панă.

Кураври тухăçа "Тĕлĕнтермĕш тухăç", "Хăйне евĕрлĕ букет", "Кĕрхи блюдо", "Алăпа тунă ĕç" номинацисемпе пахаланă. Мероприятие хутшăнакансене грамотăсемпе, призсемпе хавхалантарнă.

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета