Вăрçă ветеранĕсене - телефон

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020, 11:11 Просмотров: 577

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă Пĕтĕм Раççейри "Фронтовиксене - телефон" акцие хутшăнса октябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕнче, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн районти секретарĕ Рудольф Селиванов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене - Петр Киргизовпа Виталий Седойкина - кĕсье телефонĕсем панă. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллемен ветерансене чун-чĕререн тав тунă.

Вăрçă тата ĕç паттăрĕсем тимлĕх уйăрнăшăн, парнешĕн хĕпĕртенине пытарман.

Паянхи кун районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 16 участникĕ пурăнать. Вĕсене пурне те районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн районти политканаш членĕсем кĕсье телефонĕсем параççĕ. Сăмах май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсене çутă экранлă, тỹлевсĕр çыхăнуллă, хыçалти панельте васкавлă пулăшу чĕнмелли кнопкăллă телефон парнелемелли акцие "Единая Россия" парти, Пĕтĕм Раççейри "Çĕнтерỹ волонтерĕсем" обществăлла куçăм пуçарса янă. Гаджетсем урлă социаллă тивĕçтерỹ службипе, волонтерсемпе, медучрежденисемпе тỹ- рех çыхăнма май пур.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика