Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.10.2020 11:12 Просмотров: 420

Октябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне ра- йонĕпе çĕр улми 665 гектар е мĕн пур лаптăкăн 92,1 процентне кăларнă. "Иккĕмĕш çăкăрăн" вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 190 центнерпа танлашать.

 Куккуруса 746 гектартан (79,6 процент) пухса кĕртнĕ. Унтан выльăхсене валли силос 17724 тонна (67,4 процент) янтăланă. Ешĕл апата хатĕрлесси "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя" хуçалăхсенче малалла пырать.

"Исток" çĕр ĕç фирминче сахăр кăшманĕ кăçал 150 гектар йышăнчĕ. Хуçалăх хальхи вăхăтра ăна 15 гектар кăларнă. Вăтам тухăç пĕр гектартан 300 центнерпа танлашать.

 Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи çĕртме 12630 гектарта пурнăçланă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета