Тăрăшуллисем чыса тивĕçрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.10.2020, 11:45 Просмотров: 511

 Районти педагогсем культурăпа кану центрĕнче професси уявне - Вĕрентекен кунне - паллă турĕç. Уяв ячĕпе вĕрентекенсене, педагогика ĕçĕн ветеранĕсене районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Чернова, "Единая Россия" политика партийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен полити, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина саламларĕç.

"Вĕрентỹ системин ĕçĕнче пухнă ăсталăха тĕпе хурса вăй хуратăр эсир. Малта пыракан çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртетĕр. Ачасене тарăн пĕлỹ паратăр. Тăрăшуллă ĕçшĕн тавах. Педагогикăра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисем те ырă сăмаха тивĕçлех.. Çитĕнекен ăрăва паракан чун ăшши хăвăр пата район, республика, çĕршыв пуласлăхĕшĕн çĕнĕ ỹсĕмсемпе ĕçлеме çирĕп сывлăхпа, телейпе, вăй-хăватпа таврăнса пытăр. Кашни ача патне тимлĕх уйăратăр эсир. Ĕçри ăсталăхăр, ачасен пĕлĕвĕ чыса тивĕçме май парать те",- терĕç вĕсем.

Çитĕнекен ăрăва вĕрентỹпе воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн, тăрăшулăхшăн Ыхра Çырминчи вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Зельфира Тазетдиновăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕн заведующине Алевтина Уруковăна тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительницине Светлана Никитинăна, Хирти Пикшикри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительницине Татьяна Сурнаевăна, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Валентина Мышовăпа Аслă Чементи вăтам шкулти Людмила Чегаева математика вĕрентекенĕсене, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Сирине Асеиновăпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Светлана Урукова кĕçĕн классене вĕрентекенсене, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК тренер-преподавательне Валерий Платонова кăкăр çине çакмалли "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăпа чысларĕç.

Çавăн пекех лайăхран лайăххисем Раççей Федерацийĕн çут ĕç министерствин Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Вĕсем çаксем: Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн заведующийĕ Алена Горшкова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ Земфиря Чабатова, Сăкăтри вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Кудряшова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта историпе обществознани вĕрентекен Гузелия Сабитова, Турханти вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен Надежда Косойкина.

"Чăваш Енри профсоюзсене - 100 çул" юбилей медалĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн директорне Юлия Мироновăна, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ертỹçине Наталия Андреевăна тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен Ольга Петровăна чысларĕç.

 Чыслав мероприятийĕнче тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем тата та пулчĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул çак кунсенче 130 çул тултарнă май унăн ячĕпе те салам сăмахĕсем янăрарĕç.

Тава тивĕçлĕ ĕçченсен, вуншар çул шкулта тăрăшса вăй хунисен, урокран урока кĕрекенсен, çĕршер ача шăпине татса паракансен уявĕ кăмăллă иртрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам, ăсталăх шкулĕсенче, культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Мероприятие пухăннисем Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнчи "Айхи ачисем" театр ушкăнĕ кăтартнă "Вăрçă çулĕсене аса илер" пайне те кăмăллă пăхрĕç. Аса илтеретпĕр, çак ушкăн "АВАНсцена" республика фестивалĕнче "Спектакль" номинацире пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ята тивĕçнĕччĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика