Ĕç шавĕ - сахăр кăшманĕн хирĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 09.10.2020 11:52 Просмотров: 386

 Хирсем майĕпен пушанса пыраççĕ. Çанталăк хĕвеллĕ тата типĕ тăни кĕрхи ĕçсене вăхăтра вĕçлесе пыма май парать. "Кăçалхи кĕр ял çынни валлиех пулчĕ. Çĕр ĕç фирминче çĕр улмие кăларса пĕтернĕ, куккуруса вырса силоса хывнă. Халĕ 150 гектарта çитĕннĕ сахăр кăшманне пухса кĕртессипе ĕçлетпĕр. Ĕçе йăлтах механизациленĕ, - терĕ "Исток" çĕр ĕç фирмин тĕп директорĕ Александр Илюткин. Александр Леонидович сăмахне малалла тăсса çакна каласа хăварас килет: сип-симс çулçăллă чĕкĕнтĕрсене "KLEINE" комбайнпа кăлараççĕ. "Караппа" çулленех Н. Тихоновпа В. Цветков тăрăшаççĕ. Комбайнерсене вырăна килсех апатлантараççĕ. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕрен техника талăкĕпех тăрăшать. Пĕр сменăра 8 гектартан кая мар кăларать. Хуçалăхра КамАЗпа ĕçлекен П. Цветковпа А. Антонов тата килĕшỹпе тăрăшакан уйрăм çынсем хăйсен автомашинисемпе тымар çимĕçе тỹрех Тутар Республикинчи Пăвари сахăр заводне турттараççĕ. Пĕрремĕш кунхинех çула 8 машина тухнă.

Сахăр чĕкĕнтĕрĕн тухăçĕ начар мар. Пĕр гектартан вăтамран 300 центнер тухать. Кăтарту лайăххи пахалăхлă вăрлăхпа усă курнипе те çыхăннă. Сăмах май, çĕр ĕç фирминче Бельгинче туса илнĕ сахăр кăшманĕн "крокодил" ятлă вăрлăхне никĕсе хывнă. Унпа пĕрремĕш çул çеç усă курмаççĕ. Çавăн пекех пĕр гектар пуçне 5 центнер удобрени хывнă. Çум курăкран виçĕ хутчен гербицид сапнă.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1