Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2020 10:02 Просмотров: 161

Патшалăхăн паллă обществăлла деятелĕ, Граждан вăрçин участникĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ (1990 çул) Меркурий Андреевич Волков (14.10.1900-29.10.1993, Алманчă) çуралнăранпа - 120 çул.

 М. Волков - Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн, Чăваш халăх вĕрентỹ институчĕн выпускникĕ. Хĕрлĕ çарта службăра тăракан ентешсене хавхалантаракан артистсен труппин администраторĕ пулнă. 1920-1922 çулсенче - Чĕмпĕр кĕпĕрне комсомол комитечĕн чăваш секцийĕн секретарĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи чрезвычайлă лару-тăру сотрудникĕ. 1923-1929 çулсенче парти шкулĕнче ĕçленĕ, Шупашкар хула комитечĕн агитаципе пропаганда пайне ертсе пынă, Чăваш АССРĕн халăх комиссарĕн юстици заместителĕнче вăй хунă. 1929-1932 çулсенче облаçри тĕрĕслев комиссийĕн пĕрлештернĕ органĕнче тата рабочисемпе хресченсен инспекцийĕнче тимленĕ. 1931-1937 çулсенче - вăтам специальность паракан вĕрентỹ заведенийĕсенче преподавательте тата директорта тăрăшнă. 1948-1952 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕ çумĕнчи пичетре патшалăх вăрттăнлăхĕсене сыхлассипе ĕçлекен управлени начальникĕ, 1954-1961 çулсенче Чăваш Республикин краеведени музейĕн аслă наука сотрудникĕ пулнă.

1989 çулта ентешĕмĕр ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçнĕ.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета