Вăрçă нуши-терчĕ асран тухмасть нихăçан

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2020 10:04 Просмотров: 310

Чылай чухне эпир мĕн пуррипе савăнма пĕлместпĕр. Сĕтел çинче халь хура çăкăр е кулач, батон, тĕрлĕ пылак çимĕç, аш-пăш пур. Мĕн çиес килет - çавна тутан. Килте хатĕрленĕ апатпа та каçăхмастпăр, пĕр вĕçĕм лавккаран туянма тăрăшатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи вăхăтра ачалăхĕ иртнисем паянхи пурнăç пирки шухăшлама та пултарайман. Выçăллă-тутăллă çỹренĕрен вĕсем тăраниччен хура çăкăр çиесси пирки çеç ĕмĕтленнĕ. Ун чухне самани ытла та йывăр пулнă çав... 1928 çулта Патăрьелĕнче çуралнă, халĕ Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Зоя Илюткина хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарнă чухне çан-çурăм тăрăх темиçе хутчен те сивĕ чупса кайрĕ. Зоя Ивановнăн куçĕнчен те сывлăм пек таса тăварлă куççуль тумламĕ- сем шăпăртатрĕç те шăпăртатрĕç.

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

- Эпир Патăрьелĕнчи Советсен урамĕнче пурăннă. Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 5-мĕш класс пĕтерсе 6-мĕшне куçнăччĕ. Пирĕнпе кỹршĕллĕ почта начальникĕн, Михаил Петровичăн, çуртĕччĕ. Унăн арăмĕ вырăсчĕ, питĕ хитре хĕрарăмччĕ. Кашни килтех радио пулман ун чухне, çавăнпа хыпарсене тỹрех те пĕлмен. Фашистсем тапăнса кĕнĕ кунхи ирхине тетя Аня: "Война началась, война началась! Нас бомбят! Германия на нас напала!", - тесе кăшкăрса централла чупса кайрĕ. Больницăра саниструкторта ĕçлекен атте те, эпир те пĕр вырăнтан хускалаймасăр çурт умĕнче тăрса юлтăмăр", - тесе пуçларĕ аса илĕвне Зоя Ивановна.

Ялтан арçынсене пĕрин хыççăн теприне вăрçа кайма повестка панă. Уфуковсен çемйине те сентябрь пуçламăшĕнче çар комиссариатĕнчен кил хуçин салтак атти тăхăнмалли пирки хыпар çитнĕ.

- Аттене сентябрĕн 3-мĕшĕ хыççăн илсе кайрĕç. Ун чухне çанталăк та ăшă тăратчĕ. Шкултан килнĕ чухне тетене куртăм, таçта питĕ васкаса утатчĕ. Вăл: "Аттене вăрçа илсе каяççĕ, пыр, чуп", - тесе хăварчĕ. Эпĕ çитнĕ çĕре аттен ĕçри лашипе тăрантасĕ кил умĕнчеччĕ. Пỹрте кĕтĕм те, аттепе пĕрле ĕçлекенсем тата унăн икĕ пĕр тăванĕ тăраççĕ. Тетене вĕсем лавккана эрех илме чуптарнă иккен. Çавна ĕçсе ячĕç те çула пуçтарăнчĕç. Тухса кайиччен атте мана ыталаса илчĕ те: "Сана 7 класран вĕренсе тухнă хыççăн Канаша акушера вĕренме ярасшăнччĕ", - терĕ. Лашана каялла илсе килмелле тесе тете те вĕсемпе пĕрле тăрантас хыçне ларса кайрĕ, - терĕ куççульне шăла-шăла вăрçă ачи.

 Пĕр кунта виçĕ пĕр тăван Уфуковсем - Александр Семенович, Семен Семенович тата Иван Семенович - вăрçа тухса кайнă. Зоя Ивановна малалла вĕренме каясси пирки ĕмĕтленме тек пултарайман. Вăрçăн хаяр çулĕсенче ăс пухасси пирки мар, ытларах çимелли тата ăшăнма вут-шанкă ăçтан тупасси пирки шухăшлама тивнĕ. Ытла та йывăр пулнă-çке вăл вăхăтра! Тимĕр те чăтайманнипе авăнать, çын вара тỹсет.

Зоя Ивановнăн амăшĕ упăшки вăрçа тухса кайнă хыççăн тăватă ачапа - 1925 çулта çуралнă ывăлĕпе, 1928, 1930 тата 1940 çулсенче кун çути курнă хĕрĕсемпе тăрса юлнă. Ашшĕпе çыхăну тытаканни Зоя пулнă. Çывăх çынни çыру ярсанах вăл хурав пама тăрăшнă. - Пĕринче çапла тĕлĕк куртăм. Ăна эпĕ хальхи пекех ас тăватăп. Атте аллине вĕрен йăвалать пек. Çакна ăна çырса пĕлтертĕм. "Зоя хĕрĕм, сан тĕлĕкỹ эпĕ вилессе пĕлтерет", - тесе хуравларĕ. Кун хыççăн вăл тата çулталăка яхăн тăшманпа çапăçрĕ. 1944 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче атте вилни пирки хут килчĕ. Вăл Вăтаел арçыннипе пĕр чаçре службăра пулнă. "Наступленинче иксĕмĕр пĕрлех чупса пыраттăмăр. Инçех мар снаряд çурăлчĕ те аçăр ỹкрĕ, пăхрăм та - аманнипе хырăмĕнчен ăш-чикки тухса ỹкнĕ", - тесе каласа панăччĕ вăрçăран таврăнсан. Атте пирки ыйтса пĕлес тесе анне те Вăтаелне кайса килнĕччĕ, хăй те пирĕн патăрта пулнă.

Аттене Псков облаçĕнче пытарнă. 1943 çулхи февральте вилнĕ пĕр тăванĕн вил тăприйĕ те - Семен Семенович - уннинчен инçех мар. Кĕçĕн Патăрьелпе Тăрăн пек кăна терĕç. Йăмăкăн ачисем унта пулнă, тăприсене те илсе килнĕ.

1942 çулхи декабрьте тетене вăрçа кайма ят тухрĕ. Тăвансем, кỹршĕсем ăна ăсатма пуçтарăнчĕç. Ун чухне çăкăр пĕçерме пăрахман-ха. Тетене йăла тăрăх çаврака çăкăра кастарчĕç. Çăкăр сăмси хытти енĕпе ỹксен вилессе, çемçипе пулсан чĕрĕ таврăнасса тетчĕç. Тете тытрĕ те татăка хăй аллипех хытти майĕпе хучĕ. Пухăннисем хăвăртрах улăштарчĕç. Кукамай кăшкăрса йĕрет. "Пăшал сассине илтсенех чĕри çурăлнипе вилет пуль. 17 те тултарман вĕт", - тет. Çапла ăсатрăмăр тетене, - терĕ Зоя Ивановна куççулĕсене шăлса.

Петр Иванович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен 1945 çулхи декабрьте тăван ялне таврăннă. Икĕ хутчен ăна контузи пулнă. Пĕрремĕш хутĕнче вăл 11 талăкран тин куçне уçнă, иккĕмĕшĕнче тăватă кун тăнсăр выртнă. Калаçайман та вăл. Госпитальте сипленнĕ хыççăн тин самайланнă.

 Çĕнтерĕве тылра та туптанă

1943 çулччен Уфуковсен çемйи саплаштаркаласа пурăннă-ха, анчах каярах йывăрланса та йывăрланса пынă. Колхозра кустăрмаллă пĕр трактор çеç пулнăран ытти ĕçе йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланă. Ỹт-пỹпе тĕрекленсе те çитеймен хĕрачасемпе арçын ачасем лаша кỹл- се сухаланă. Вырмара амăшĕсемпе юнашар тăнă. Çул çитмен ача пуррисене тата пĕрер патак вырмалли хушса панă. Зоя Ивановна каласа панă тăрăх, ачашланса ларма май пулман. Пỹрнене çавапа касса ярсан кĕпе аркинчен çурса кăларнă татăкпа шăнăр курăк хурса чĕркесе янă та ĕçĕ пĕтнĕ. Ыратать-и, ыратмасть-и - малалла пилĕке авса вăй хумалла пулнă. Учительсем те пуринпе те юнашар тăрса тар тăкнă. Уйăхри ачасене кỹмепе хире туртса хăпарнă, кăшт пысăкраххисем валли ясли пулнă.

Кĕркунне те вĕренекенсем шкул хыççăн тỹрех хире васканă. Ачасем кĕлте сĕтĕрсе капан тума пулăшнă. Хĕлле аслисем вĕсене кусла çине хурса тăпачăпа çапнă, тырă тĕшĕленĕ. Çамрăксем пушаннă кĕлтесене 20-шер çыхса килĕсене кăмака хутма илсе аннă. Сивĕ пỹрте мĕнпе те пулин ăшăтмалла пулнă вĕт.

- Пирĕнпе пĕрле кукамай пурăнатчĕ, çавăнпа çăмăлтарах пулнă. Эпир хиртен таврăннă çĕре вăл апат хатĕрлетчĕ. Хĕлле малтан унăн лаша витине пăсса çунтартăмăр, каярах ĕнесем тăнă хуралтине вутта ятăмăр. Вăл та пĕтрĕ. Аннепе иксĕмĕр çуна туртса Карапай Шăмăрша вутă шырама кайрăмăр. Тăвансем те пурччĕ унта. Вăрманçĕррисем вĕсем вăрманта лайăх çỹреççĕ, эпир - хир енчисем - ăçта кайма пĕлетпĕр? Тăвансем патне кĕтĕмĕр те, картишĕнче пĕрене выртать. Ăна çуна тăршшĕ касса вакларĕç те туртса килтĕмĕр. Вăл та нумая пымарĕ. Çавăн чухне нушаланнисене аса илсен ирĕксĕр куççуль юхать, чун хурланмасăр ăçтан чăттăр? Йывăр пурнăç аннен сывлăхне хавшатрĕ, 63 çултах çĕре кĕчĕ. Ара, арçынсемпе тан ĕçленĕ вĕт...

Çулла кăшт çăмăлтарахчĕ. Хире вырма кайнă чухне пĕр пăт çăнăх паратчĕç, столовăйĕнче апатлантаратчĕç. Çăнăх шỹрпи пĕр вĕçĕм çинĕ ĕнтĕ. Апат пĕçерме вут-шанкă хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра та кирлĕччĕ. Сăкăта татах аннепе метĕк туртса вутă шырама кайрăмăр. Çула тухиччен вăл кăмака умне кирпĕч хурса иксĕмĕре валли пашалу пĕçерчĕ тата 3-4 çĕр улми илчĕ. Татах тăвансем патне кĕтĕмĕр. Вĕсем хăйсем те йывăртарах пурăнаççĕ. 23 çулти ывăлĕ салтакра. Унăн ачи, Валерий Петрович Красников, паянхи кун "Красное Знамя хуçалăхра агрономра тăрăшать. Ашшĕ пирки "Авангард" хаçатра çырса та кăларнăччĕ. Анне çавăнта çĕр улми шуратса яшка пĕçерме пуçларĕ. Эпĕ ун патне пытăм та: "Анне, эс улмине шуратса ан яр, вара нумайтарах пулать", - тетĕп. Вăл пĕрех шуратса шỹрпе пĕçерчĕ. Кайран тăвансем шултăрарах туратсем тупса пачĕç, вĕсене метĕк çине тиесе киле килтĕмĕр, - терĕ аса илỹ çăмхине сỹтнĕ май Зоя Ивановна.

Ялан вутă шырама та каяйман, ун пек чухне Турхантан, Хурама Тварĕнчен е тата ытти ялтан та лавпа вут сутма килекенсенчен илсе юлнă е çĕр улмипе улăштарнă. Уфуковсем "иккĕмĕш çăкăра" икĕ пахча лартнă: пĕри хăйсен, тепри кукамăшĕн."Вут-шанкă тиенĕ лав мĕн çỹллĕш, çавăн чухлех çĕр улми тиесе каяççĕ", - тенĕ З. Илюткина амăшĕ час-часах. 3-4 хутчен çапла улăштарса юлсан тĕп сакайĕнче нимĕн те тăрса юлман. Тымар çимĕçĕн лаптăкĕ пĕчĕкех пулмасан та тухăçĕ савăнтарман çав.

Сиктермен ăна пурнăç кĕленче сăпкара

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен те пурнăç çăмăлланман. Çимелли те, тăхăнмалли те, вут хутмалли те кирлĕ пулнă. Зоя Ивановна хăйĕн хыççăнхи йăмăкĕпе вăкăр кỹлсе вăрмана та çỹренĕ. Нăрваш Шăхалĕнче çамрăк хĕр чутах пысăк выльăх сĕкнипе нуша курман, ăна лупас юпи çумне хĕстернĕ те хунă. Икĕ мăйрака хушшине лекнипе çеç сывă тăрса юлнă. Тулли лавпа каялла килнĕ чухне тата вăл Шăнкăртамри кỹленчĕке кĕрсе тăнă та малалла пĕр утăм та туман. "Çынсем ăс вĕрентнине аса илсе йăмăк вăкăр хăлхинчен кăшкăрма пуçларĕ. Юлашкинчен сасси те пĕтрĕ мăнтарăнăн. Аран-аран киле çитрĕмĕр", - тет иртнине куçĕ умне кăларса ĕç ветеранĕ. Тепринче тата Карапай Шăмăршă патĕнче вăкăра кỹлнĕ урапа турти хуçăлса кайнă. Хĕрсем курман нуша тăрса та юлман пуль. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче тỹснисене каласа е çырса пĕтерме те май çук. Çавăнпах ĕнтĕ вăл вăхăтра ачалăхĕ, çамрăклăхĕ иртнисем пĕр вĕçĕм: "Эпир курнине никам та ан куртăр. Вăрçă нихăçан та ан пултăр!" - теççĕ.

З. Илюткина çамрăккине пăхмасăрах ĕçре маттуррине кура яланах звеньевой пулма шаннă. Яваплă тивĕçре унăн анана виçсе, таптаса памалла пулнă. Кам мĕн чухлĕ вырнин списокне бригадира туса тунă. Хăйне валли те пай ыттисенчен сахалтарах илсе юлман. Хушнă ĕçрен пĕринчен те пăрăнман. Ирхине хĕвелпе тăрса хире васканă, каçсăр таврăнман. Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хунă. Каярах 15 çул бригадирта тăрăшнă. Яланах çуран çỹренĕ. Сăмах май, вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ шăпах нумай утнинче тесе палăртать ĕç ветеранĕ.

1949 çулта Зоя Ивановна Кĕçĕн Патăрьел каччипе - Николай Илюткинпа - пĕр çемье çавăрнă. Упăшкин ашшĕпе амăшĕ те терт самаях курнă. Вĕсене 1930 çулсенче кулаксем тесе айăпланă. Килĕнче икĕ лаша усранă. Пĕринпе ямшăк чупнă, тепринпе ĕçленĕ. Çуллен вăрмантан йывăç кăларса килсе пура пураласа сутнă. Хăйсем те иккĕллĕ çуртра пурăннă.

З. Илюткинана пурнăç пĕрре те кĕленче сăпкара сиктермен. Ачалăхĕ ашшĕсĕр, çемье пурнăçĕ мăшăрĕсĕр иртнĕ. Упăшкин хỹттине Зоя Ивановна 17 çул çеç туйса курнă. Вăл вăхăтсăр куçне хупсан виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне - Володьăна, Юрие, Валерие, Райăна - ура çине тăратассишĕн, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чунтанах тăрăшнă. Пăянамăшĕпе вара 35 çул пĕрле пурăннă.

- Ялта колхозра ĕçлесен те укçи-тенки ун пекех пулман. Тăхăнма тум-тирĕ те çукрахчĕ. Çамрăк чухне манпа пĕр çуларахрисене ашшĕсем çăпата туса паратчĕç, вăл хăвăрт ан çĕтĕлтĕр тесе юри сỹс хушатчĕç. Пирĕн туянмаллаччĕ. Вăл тата нумая та пымасчĕ, хăвăрт шăтатчĕ. Эх, пурнăç... Каярах йăмăксем Мускава тухса кайрĕç те мана тĕрлĕ тĕслĕ, пĕринчен тепри чаплăрах пусмасем ярса пама пуçларĕç. Вĕсем кунти çук пурнăçа курнă та, мана пулăшас тенĕ. Мăшăр пур чухне симĕс атласран юратса хама валли кĕпе çĕлерĕм. Ăна тăхăнса та кураймарăм, вăл вилсен сутса ятăм, - терĕ Зоя Ивановна.

З. Илюткина паянхи пурнăç ырăлăхĕшĕн чунтанах савăнать. Хăйне ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕпе кĕрỹшĕ, мăнукĕсем хисепленишĕн, сума сунишĕн хĕпĕртет. Шел пулин те, Володя ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕни чĕринче нихăçан пирчеми суран тăратса хăварнă.

Тирпейлĕ, ăшă кăмăллă ветеранпа калаçса ларма, унăн пурнăçĕ пирки пĕлме питĕ интереслĕ пулчĕ. Вăл историпе кăсăкланни, пурнăçран юлмасăр пыма тăрăшни тĕлĕнтерчĕ. Уйрăлма вăхăт çитсен те: "Пехил парам-ха сана. Ман пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пул, ачусем хисеплеччĕр, ан пăрахчăр", - терĕ. Тавах сире, Зоя Ивановна, пехилĕршĕн! Аслă çултисем калани çитет, теççĕ. Çапла пултăрах.

О. ПАВЛОВА

Газета

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости