Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2020 10:14 Просмотров: 234

 Çĕршыв историйĕнчи цифрăллă пĕрремĕш çырав октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ. Пĕтĕм Раççейри тĕп тапхăр пуçланиччен çур çул маларах çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче пурăнакан çур миллиона яхăн çын пирки информаци пухмалла. Тува Республикинче, Томск облаçĕнче тата Ямал-Ненецк автономи округĕнче çынсенчен ыйтнă чухне цифрăллă çĕнĕ технологисемпе - ятарлă программăллă планшетсемпе - пуçласа усă кураççĕ, çавна май, вĕсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслеççĕ. Тĕп тапхăрпа танлаштарсан кунта пĕр уйрăмлăх пур: "Патшалăх пулăшăвĕсем" порталта электронлă çырав листисене çитес çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен çеç кашни хăй тĕллĕн тултарма пултарать.

Раççей статистики цифрăллă çĕнĕлĕхсене халăхран ыйтса даннăйсем пуçтарнă чухне кăна мар, çырава хатĕрленнĕ май та усă курать. Раççей статистикин ертỹçин çумĕ Павел Смелов Владивостокра иртнĕ пресс-конференцире палăртнă тăрăх, "хальхи вăхăт ыйтнипе шайлашса тăракан BI-платформа - çыравăн лару-тăру центрĕ ĕçлеме пуçланă. Унта кашни субъектра тата районта халăх çыравне мĕнле хатĕрленнине асăрхаса тăраççĕ. Çав платформа çинех çырав пĕтĕмлетĕвĕсене вырнаçтараççĕ. Кирек кам та унта интернет урлă кĕрсе ыйту парса кирлĕ информаци тупма пултарать, çав шутра, графика мелĕпе те".

Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-30-мĕшĕсенче иртет.

 (Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ -2020).

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета