Наставник - çамрăкăн тĕревĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.10.2020 10:15 Просмотров: 281

 Организацисен хушшинче наставниксен ĕçне лайăхлатассине тата чи лайăх практикăна пурнăçа кĕртессине палăртас енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

 Конкурса 34 организаци хутшăнма кăмăл тунă. Комисси пайташĕсем пурĕ 10 организацие суйласа илнĕ. Çаксем вара Правительство çуртĕнче хăйсен паха ĕç опычĕ пирки экспертсен комиссине каласа кăтартнă. Çак йыша Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 29 çул пуçламăш классене вĕрентекен Галина Краснова та кĕнĕ. Галина Александровна маларах конкурсăн район шайĕнче ирттернĕ тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă.

"Эпĕ çак шкултанах вĕренсе тухнă. Канашри педагогика училищинче пĕлỹ пухса ĕçе пуçăнсан Галина Плешкова наставница питĕ пулăшнăччĕ. Халĕ Альбина Сафияновăна кирлĕ сĕнỹсем пама тăрăшатăп. Сăмах май, 1-4-мĕш классенче ăна хамах вĕрентнĕ. Выпускниксем тăван шкула таврăнни савăнтарать", - тет Галина Александровна.

Мала тухнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.

"Наставничество институчĕ ĕçе кулленех кĕрсе пытăр тесе Раççей Федерацийĕн Правительствин ятарлă йышăнăвĕ те пур. Ку енĕпе Чăваш Республики ĕçе хастар хутшăнать",- тенĕ Олег Алексеевич сăмаха малалла тăснă май.

 Пысăк тавракурăмлă специалистсем çамрăксемпе хутшăнса ĕçлесен, вĕсене кирлĕ сĕнỹсемпе пулăшсан çитĕнỹсем патне ăнтăлма та аван, тухăçлăх пуласси никама та иккĕлентермест.

А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика