Пукрав иртрĕ, хĕле кĕтме хатĕр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020, 11:54 Просмотров: 280

 ОКТЯБРĔН 14-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Пукрав праçникне паллă турĕç. Урăхла каласан ăна пире пăхса усракан Турă Амăшĕ Таса хĕр Мария витсе усрани теççĕ.

Тĕн историнчен çакă паллă: 910 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Турă Амăшĕ варварсенчен храмра пытаннă Константинополь çыннисене хăйĕн омофорне (пуç çинчи покрывалне) витсе янă. Пукрав (Покров) праçникĕ çапла пуçланса кайнă. Çак куна кĕркуннепе хĕл тĕл пулни тесе калаççĕ. Çавăнпа та кил-çурта тирпейленисĕр пуçне хĕле хатĕрленсе тĕпсакай шăтăкĕсене хупланă, кантăксене те çил кĕресрен питĕрнĕ. Ваттисем сăнанă тăрăх çак кунхине çанталăк мĕнле, хĕлĕпе çавăн майлă тăрать-мĕн. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вара çак кун хĕвеллĕ те лăпкă, ăшă пулчĕ, ылтăн кĕркунне хăйĕн илемĕпе савăнтарчĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика