Çут çанталăка сăтăр тăвакансене пуçран шăлмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020 11:56 Просмотров: 133

ÇУРКУННЕПЕ кĕркунне чылай чухне хирсенче, пахчасенче, урамсенче тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланнине асăрхама пулать. Çынсем анасене тирпейлеççĕ, урамсенчи ăпăр-тапăра, типĕ курăка пуçтараççĕ те тỹрех çунтарма пикенеççĕ. Çĕрсе тислĕк пулакан пахча çимĕç авăрне те кăвайтах ывăтаççĕ. Е тата çăмăл меслет тупса урамсенчи контейнерсене пахчасенчи каяшпа тултарса хураççĕ. Ку та тĕрĕс мар хăтлану. Çапла майпа эпир хамăр ăша илекен сывлăша варалатпăр, наркăмăшлатпăр çеç. Районти пушар надзорĕн начальникĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман, çут çанталăка сĕмсĕррĕн сăтăр тăвакан граждансене пуçран шăлмаççĕ. Ку таранччен асăннă служба сотрудникĕсем ултă çынна протокол çырса штраф тỹлеттернĕ. Тĕрĕссипе вара йĕркене пăсакансене штраф пани укçа пуçтарассипе мар, тăван тавралăха упрассипе, ăна юратассипе, хамăрăн ăнланулăха, культурăна ỹстерессипе, сывлăха сыхлассипе çыхăннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета