Патăрьел сцена ăстисем - республика фестивалĕн çĕнтерỹçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020 13:17 Просмотров: 38

ЧĂВАШ Республикин культура министерствин "Трактор тăвакансен культура керменĕ" халăх пултарулăх центрĕ вăрçă, ĕç, право хуралĕн обществăлла организацийĕсемпе, республикăри пенсионерсен пĕрлĕхĕпе пĕрле халăх пултарулăхĕн "Çирĕп пирĕн çунатсем!" фестиваль-конкурс йĕркеленĕ. Пысăк мероприятие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул тултарнине халалланă. Творчество тупăшăвĕ çичĕ номинаципе иртнĕ. Унта кашни районпа хуларанах сцена ăстисем хутшăннă, мĕн пурĕ 200 ытла видеоматериал тăратнă. Жюри членĕсене пултаруллисенчен пултаруллисене суйласа илме çăмăл пулман. Çивĕч тупăшура пирĕн район артисчĕсем те палăрнă. "Театр творчестви" номинацире Луиза Спинова режиссер ертсе пыракан творчество ушкăнĕ Александр Кăлканăн "Анисса" драмипе тата Тури Чакăри Анатолий Гаврилов ертсе пыракан "Чемен" халăх фольклор ансамблĕ I степеньлĕ лауреат ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета