Çула май эсĕ те кĕрсе тух

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2020 13:30 Просмотров: 40

 Патăрьелĕнчи Мир проспектĕнчи 24-мĕш çуртра "Магия" аптека уçăлчĕ.

Çак кун кунĕпех хаваслă кĕвĕ янăрарĕ. Районти тĕп больницăна килекенсем, çак таврашра пурăнакансем аптека уçăлнипе кăмăллă пулчĕç. 50 тенкĕлĕх е ытларах тавар туянакан лотерея вылявне хутшăнчĕ, парнеллĕ пулчĕ. Дисконт картиллисем эмелсене 16 процент йỹнĕрех хакпа туянчĕç. Çак çăмăллăх кашни юнкунах тивĕçет. Эрнекун вара ортопеди таварĕсене хăйĕн хакĕнчен чакарма пултараççĕ.

Аптекăра пĕр-пĕр эмеле виççĕ илсен пĕри тỹлевсĕр (ферментазин, фрутослабин, эхинация) пулать. Эмел туянакансем хăйсен савăнăçне пытармарĕç. Р. Мазеев юн пусăмĕ ỹснинчен эмелсĕр тăраймасть. Çула тухнă Р. Ялалетдинова куçлăх кирлĕ пулнă.

Эмелсен ассортименчĕ пуян аптекăра. Кашни çынна Ю. Еливановăпа М. Кошкина фармацевтсем (сăн ỹкерчĕкре) кăмăллă йышăнаççĕ. Аптекăра юн пусăмне виçме те пулать.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Все новости

Газета