Хаçат тусĕсем те хутшăнма пултараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2020, 09:50 Просмотров: 289

РАЙОНТА тухса тăракан "Авангард" хаçатра ытти хыпарсемпе пĕрлех калавсем те пичетленеççĕ. Вулакансем вĕсемпе кăмăлтан паллашаççĕ. Халĕ шăпах творчество çыннисен тĕнче шайĕнчех хăйсен пултарулăхне кăтартма май пур. Акă, çывăх вăхăтра Кашкарти Махмут ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери калавсен ăмăртăвĕ иртет. Ăна икĕ çулта пĕрре çеç йĕркелеççĕ. Ирĕклĕ темăпа шăрçаланă хайлава ноябрĕн 15-мĕшĕччен Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электрон адресĕпе ярса памалла. Условипе килĕшỹллĕн конкурса хутшăнас текенсен маларах ниçта та пичетлемен хайлав тăратмалла, унăн калăпăшĕ 1 пин сăмахран ытларах (10 пинрен ытла мар) пулмалла. Паллах, автор кам пулнине çирĕплетекен хутсене те хатĕрлемелле. Мĕншĕн тесен çĕнтерỹçĕсене укçан преми параççĕ: пĕрремĕш вырăншăн 25 пин тенкĕ, 2-мĕш вырăншăн 20 пин тенкĕ,виççĕмĕшшĕн 15 пин тенкĕ. Унсăр пуçне хавхалану парни те пур - 10 пин Турци лири. Ăмăртăва хутшăнас кăмăллисем е унпа кăсăкланакансем Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхне 89613487389 номерпе шăнкăравласа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика