Сителсем çут çанталăк илемĕпе киленме те ăста

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2020 09:51 Просмотров: 209

ПЕРВОМАЙСКИ ял тăрăхне кĕрекен Сителти клубра тăтăшах кăсăклă мерприятисем, тĕл пулусем, кану каçĕсем иртеççĕ. Çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те çак ялта кичемленсе лармаççĕ. Хальхинче те Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь кĕр мăнтăрĕпе çыхăнтарса чăн-чăн уяв йĕркеленĕ. "Ылтăн кĕркунне асамĕпе киленер" курава ялта пурăнакансем хăйсем çитĕнтернĕ пахча çимĕçе илсе килнĕ, вĕсенчен тĕрлĕрен кĕлетке хатĕрленĕ. Курма килекен вĕсене пысăк хак панă. Юрă-ташăпа савăк кулă уява хапăл тăвакансене ырă кăмăл парнеленĕ.

Газета

Архив материалов

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика