Районта - ГКЧС председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Иванов

Категория: Публикации Опубликовано: 20.10.2020 09:52 Просмотров: 199

Çак кунсенче районта Чăваш Республикин граждан хỹтĕлевĕпе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе тимлекен патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Иванов тата "Чăваш Республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба" хысна учрежденийĕн начальникĕ Герман Михайлов пулнă.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕпе Григорий Каллинпа тата районти 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕпе Николай Назаровпа объектсенчи пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тата ял тăрăхĕсенче 2020-2021 çулсенчи хĕллехи тапхăрта вут-кăвартан асăрханмаллине сỹтсе явнă.

Çавăн пекех вĕсем районти пĕрлехи диспетчер службин, пушар чаçĕн тата хуралĕн ĕçĕсемпе паллашнă. Тĕл пулура пушар служби чăрмавсăр ĕçлемеллине, халăхпа пушар хăрушсăрлăхĕ пирки ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине, ватă çынсене, пĕччен пурăнакансене тата йывăр çемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă.

А. НИКОЛАЕВА

Газета

Архив материалов

Декабрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Все новости

Яндекс.Метрика