Маска режимĕ хăрушлăха сирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.10.2020, 09:41 Просмотров: 349

КОРОНАВИРУС пандемийĕ пур çĕрте те çĕнĕрен вăй илме пултарасси пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче кашни кунах пĕлтерсе, асăрхаттарса тăраççĕ. Усал амак республикăра, районта пурăнакансене те хăратать, çав вăхăтрах пурне те Роспотребнадзор йышăнăвне пăхăнма ыйтать: обществăлла вырăнсенче е транспортра маска, перчетке тăхăнмалла, çынпа çав тери çывăх тăма тăрăшмалла мар, 1,5 -2 метр дистанцие пурин те пăхăнмалла. Санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пурнăçлани, алла час-часах супăньпе çуни, дезинфекцилекен шĕвексемпе усă курни тата ытти хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнни те хальхи вăхăтра çак "амака" парăнтарма пулăшĕ. Енчен те хăвăра япăх туйсан, ỹт температури ỹссен, типĕ ỹслĕк канăçсăрлантарсан çийĕнчех васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Хамăр тĕллĕн лартнă "диагноз" сывлăха хавшатма çеç пултарать. Çакăн пирки районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова хаçат вулаканĕсене тепĕр хут асăрхаттарать, коронавируспа çыхăннă йĕркесене пурне те çирĕп пăхăнма ыйтать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика