Уява - тулли кăмăлпа

Категория: Публикации Опубликовано: 23.10.2020, 09:50 Просмотров: 288

Паян - октябрĕн 23-мĕшĕнче - республикăра, Шупашкарти Пăр керменĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Савăнăçлă уява Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ертсе пыракан делегаци хутшăнать. Мероприятие кайиччен Виктор Игоревичпа телефонпа çыхăнтăмăр:

 - Уява тулли кăмăлпа хутшăнатпăр. Кăçалхи кăтартусем чăннипех те савăнтараççĕ. Тыр-пул тухăçĕ лайăх пулчĕ, районĕпе пĕр гектартан вăтамран 35 центнер тухрĕ. Çĕр улми тухăçĕ пĕчĕкрех, пĕр гектартан вăтамран 180-190 центнерпа танлашрĕ. Пирĕн тăрăхра 40 кун çумăр çуманни çакăнта пысăк витĕм кỹчĕ. Ун вырăнне хакĕ начар мар, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕр килограмне 12-13 тенкĕпе сутаççĕ. Кун пекки 10 çулта пĕрре пулать тесен те йăнăш мар.

Районта хальхи вăхăтра хирсем пушаннăпа пĕрех, сахăр кăшманне çеç кăларса пĕтермен. Ăна "Исток" çĕр ĕç фирми çитĕнтерет. Сăмах май, тымар çимĕçĕн хакĕ те пĕлтĕрхинчен пысăкрах.

Ноябрĕн 6-мĕшĕнче районта та Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне уявлама палăртнă. Тулли кĕлетсемпе, савăк кăмăлпа кĕтсе илме хатĕрленетпĕр.

 О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика