Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 27.10.2020, 10:18 Просмотров: 127

АПК ветеранĕсемпе тĕл пулнă Чăваш Ен

 Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăхĕнче тăрăшса хисепе тивĕçнĕ ĕç ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Калаçăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăннă. Регион Пуçлăхĕ ветерансене нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата отрасль аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тав тунă. "Отрасль аталанса пынă май эпир ялти халăхăн пурнăç шайне тата та ỹстерме пултарăпăр", - тенĕ Олег Алексеевич.

 Асăну комплексĕ пулĕ

Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансене халалласа пысăк асăну комплексĕ тума палăртнă. Алла Салаева вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, РФ Культура министерстви тата çарпа истори обществи проекта ырласа йышăннă. Комплекса Куславкка районĕнче вырнаçтармалла. Вăл аслă çулпа юнашар, Куснар ялĕнчен инçех мар пулĕ. Ун валли 3 гектар çĕр уйăрнă ĕнтĕ. Çулталăк вĕçлениччен çĕр ĕçĕсене пурнăçламалла. Монумент эскизне конкурспа суйласа илĕç. Вăл 2021 çулхи октябрьте хута каймалла. Унсăр пуçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăшманран хỹтĕленме окопсем чавнă районсенче те асăну палăкĕсем пулĕç.

Тăваттăмĕш вырăнта

2020 çулта федераци бюджетĕнчен АПК комплексне пулăшма уйăракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курас тĕлĕшпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче тăваттăмĕш вырăнта. Кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăри аграрисем патне патшалăх пулăшăвĕ 953,64 млн тенкĕ çитнĕ. Çакă çулталăкри пĕтĕмĕшле хисепĕн 86 процечĕ пулать. Федераци бюджетĕнчен элита вăрлăх туса илме, çĕрпе усă курнăшăн (гектар пуçне), производствăна çĕнетме, пĕчĕк формăллă хуçалăхсене (фермер ĕçне пуçăнакансене, ял хуçалăх потребитель кооперацийĕсене) пулăшмашкăн уйăрнă укçапа çĕр ĕçченĕсене туллин тивĕçтернĕ.

Фестиваль уçăлнă

Чăваш наци музейĕнче "Эреш" орнамент-фест" фестиваль уçăлнă. Ăна республикăра иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ.Унта республикăри тĕрĕ ăстисем çеç мар, Чĕмпĕртен, Санкт-Петербургран килнĕ хăнасем те хутшăннă. "Çавра сĕтелре" тĕрĕри халăх историйĕ тавра калаçнă, Евгения Жачева ал ăстин куравĕпе те паллашнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика