Депутат хастарлăхĕ ыттисене те вăй-хăват хушĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2020, 09:51 Просмотров: 791

РАЙОНТА вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕсен пуçарăвĕпе ялсенче ырă ĕç сахал мар тăваççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Алманчăри Владимир Павлов депутат пуçарăвĕпе тата хастарлăхĕпе ялта типме пуçланă çăл куçа юшкăнтан тасатса тирпейленĕ, ăна тарăнлатса çĕнĕ пура янă. Малашне çак шывпа ял-йыш кăмăлтан усă курĕ.

Владимир Георгиевич тăрăшнипех Советсен урамĕнчи электричество юписем çине лампочкăсем çакнă, юпасене сăрланă. Çĕнĕ "халăх тарçи" хайĕн тивĕçне хавхаланса пуçăннипе ял халăхĕ те кăмăллă. Пĕрле пурнăçланă ĕç сумлă та, хисеплĕ те. Шанас килет, депутатăн хастарлăхĕ ыттисене те çунатлантарĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика