Спорт комплексĕн алăкĕ пуриншĕн те уçă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2020, 09:54 Просмотров: 817

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче çулсеренех сывă пурнăç йĕркине хапăл тăвакансем ỹссе пыни савăнтарать. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне пĕчченшерĕн çеç мар, çемьепе çỹрекен те сахал мар. Хăйсен сывлăхне спортпа, физкультурăпа пиçĕхтерекен хастарсем тренажер залне те кăмăллаççĕ, хăтлă бассейнсенче ишсе савăнаççĕ. ФСК директорĕ Алексей Краснов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх спорт комплексне юсаса çĕнетнĕ хыççăн çынсем пушшех кунта хавхаланса çỹреççĕ, район центрĕнчен çеç мар, ялсенчен те килеççĕ. Кашни уйăхра ирттерекен "Сывлăх кунĕ" те ырă йăлара. Ун чухне çынсем кунта çăмăллăхсемпе тỹлевсĕр усă кураççĕ. Октябрь уйăхĕнче çак кунхине çĕре яхăн çын хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика