Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.11.2020 09:59 Просмотров: 786

Ноябрĕн 4-мĕшĕ. Çак кун 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе халăх ополченийĕ Мускава ют çĕршыв захватчикĕсенчен ирĕке кăларнă.

Ноябрĕн 6-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта совет салтакĕсем Киева нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă. Н. В. Ватутин ертсе пынипе 1-мĕш Украина фрончĕ операцие 10 кун хушшинче ирттернĕ.

Ноябрĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта Мускавра Хĕрлĕ площадьре парад иртнĕ. Унта хутшăннисем парадран тỹрех фронта кайнă. Мавзолей трибуни çинчен И.В. Сталин вăрçа каякансене çапла каланă: "Сире аслă мăн асаттесен - Невский, Донской, Минин, Пожарский, Суворов, Кутузов полководецсен мухтавлă ячĕсем хавхалантарса тăччăр".

Ноябрĕн 11-мĕшĕ. Çак кун 1480 çулта Ылтăн Урта ханĕ вырăссен III Иван князь çарĕпе çапăçăва кĕме тăхтанă. Çапла вара Вырăс патшалăхĕ яланлăхах ирĕклĕх çĕнсе илнĕ.

Ноябрĕн 11-мĕшĕ. Çак кун 1918 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ. Вырăс салтакĕ унта пысăк паттăрлăх кăтартнипе палăрнă. Гумбиннен патĕнчи çапăçу, Осовец крепоçне хỹтĕлени, Эрзерум операцийĕ, Брусиловăн çĕмĕрĕвĕ - пирĕн çарăн мухтавлă кун-çулĕ.

Ноябрĕн 16-мĕшĕ. Çак кун 1805 çулта вырăс çарĕсем Петр Иванович Багратион князь ертсе пынипе Шенграбен патĕнче хăйсенчен темиçе хут йышлăрах французсен çарне тытса чарнă.

Ноябрĕн 19-мĕшĕ. Çак кун 1942 çулта ирхине 7 сехет те 30 минутра Сталинградра "Катюша" залпĕпе 80 минутлăх артхатĕрленỹ пуçланнă. 3500 оруди нимĕçсен оборонине аркатнă.

Ноябрĕн 26-мĕшĕ. Çак кун 1904 çулта Порт-Артур крепоçĕн вырăс çарĕсен гарнизонĕ яппунсен тапăнăвне (тăваттăмĕш хут) сирсе янă, вĕсене çапса аркатнă.

Ноябрĕн 29-мĕшĕ. Çак кун 1941 çулта совет çарĕсем Дон çинчи Ростова ирĕке кăларнă.

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика