Кĕр мăнтăрĕпе пĕрле пуçтарăнма сăлтав пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2020 09:54 Просмотров: 408

КĔР мăнтăрĕпе туйсене кĕрлеттерме çеç мар, юбилей кĕрекинче савăнма, ытти савăнăçа пĕрле пайлама та кăмăллă. Акă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ноябрьте хисеплĕ ултă мăшăр çемье çавăрнăранпа 50, 55, 60 çул çитнине паллă тăвĕç. Пỹртлĕри Илья Михайловичпа Нина Ивановна Максимовсем, Первомайскинчи Василий Николаевичпа Валентина Ивановна Романовсем ылтăн туйне паллă тăвĕç. Çĕнĕ Ахпỹртри Георгий Гурьевичпа Мария Александровна Тукмаковсене тăван-пĕтенĕпе паллакансем, çывăх çынсем изумруд туйпа саламлама хатĕрленеççĕ. Шăнкăртамри Кияметдин Бедертдиновичпа Гельнур Миневелиевна Митяевсем, Ыхра Çырминчи Нургали Мингалиевичпа Севдедиян Мателовна Азизовсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Степан Трофимовичпа Татьяна Кирилловна Павловсем вара 60 çул пĕрле такăрлатнă сукмакпа утаççĕ. Бриллиант туйне паллă тăвакан хисеплĕ мăшăрсем пуриншĕн те ырă тĕслĕхлĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Асăннă çемьесен савăнăçĕ иксĕлми пулнине шута илмесĕрех пандеми вăхăтĕнчи йĕркесене çирĕп пăхăнни, пысăк хăна-вĕрле пуçтарманни коронавирус чирĕ сарăлас хăрушлăхран сыхлĕ.

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика