Пурин те коронавирусран асăрханса йĕркене çирĕп пăхăнмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2020, 09:58 Просмотров: 499

 МАССĂЛЛĂ информаци хатĕрĕсенче коронавирус чирĕ çĕнĕрен вăй илнине çырсах, пĕлтерсех тăраççĕ. Иккĕмĕш тапхăра çăмăлтарах парăнтарас тесен паян пурин те йĕркене çирĕп пăхăнма тивет. Чăн малтанах маска режимĕ, санитарипе гигиена йĕрки, дистанци тытни пĕлтерĕшлĕ. Кирлĕ мар сăлтавпах çын йышлă çỹрекен вырăнта е ушкăнта пулманни те хăрушлăха сирме пулăшать. Уйрăмах ватă енне сулăннисен тухса çỹреме тăрăшмалла мар. Çак эрнерен пуçласа республикăра пурăнакан 65 çултан аслăрах çынсене, уйрăмах чĕрепе юн тымарĕсен, сывлăш çулĕсен чирĕсемпе аптăракансене питех тухса çỹреме сĕнмеççĕ. Кашни çын пандемипе çыхăннă йĕркесене пăхăнсан çеç ăна парăнтарма пултарăпăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика