Чун-чĕре хĕмленсен - ĕç ăнать пуçлăхсен

Категория: Публикации Опубликовано: 11.11.2020 10:04 Просмотров: 392

Çак кунсенче район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ семинар-канашлура 2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче йышăннă 131№-лĕ "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем" саккуна мĕнле пурнăçланине сỹтсе явнă. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

Семинар-канашлура ял тăрăхĕсенче граждансене пурăнма кирлĕ услови туса парас, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçас, çынсене кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтерес, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе федераци тата республика шайĕнчи программăсене пурнăçлас, экономикăн мĕн пур сферине пырса тивекен ытти ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем тата тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем тухса калаçнă.

Çак мероприятирех çĕнĕрен суйланнă ял тăрăхĕ-сен пуçлăхĕсене палăртнă, тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма ăнăçусем суннă, Патăрьел район гербне ỹкернĕ значоксем парса чыс тунă (ỹкерчĕк-ре). Кунтах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен старостине суйланă. Çак яваплă тивĕçе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Раськина шаннă.

А. НИКОЛАЕВА

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика