Каварлă вируса сарăлма парар мар!

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2020, 13:25 Просмотров: 511

Кунсерен МИХре коронавирус пирки çутатакан кăтартусем савăнтармаççĕ-ха. Медицина ĕçченĕсем çине тăрсах сыватаççĕ пулсан та вируса тĕппипех пĕтерме май çук. Маскăпа çỹрессине, алăсене супăньпе час-часах çуса тăрассине, дистанцие пăхăнассине тĕпе хумаллах. Кирлĕ-кирлĕ маршăн килтен тухса çỹреме те тăхтасан юрать. Учрежденисенче, автовокзалта, çын ытларах çỹрекен ытти вырăнта дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмалла. Килте те тирпей çине витĕм уйăрмалла. Вăхăтлăха чăтасах пулать. Чирĕн малтанхи тапхăрĕнчен чиперех тухрăмăр.

Ку хутĕнче те коронавирус çынсен сывлăхне ан хавшаттăр тесе çине тăрсах ĕçлеççĕ шурă халатлисем. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, акă, районти тĕп больницăн ача çуратмалли уйрăмĕнче те коронавируспа чирленисене сиплеме хушма вырăнсем хатĕрлемелли çинчен пĕлтернĕччĕ.

- Çакă ача çуратмалли уйрăма яланлăхах хупассине пĕлтермест. Вăхăтлăха унта коронавирус чирĕнчен сиплеме усă курасшăн. Ача кĕтекен хĕрарăмсене вара Шупашкарти перинаталь, Канашри медицина центрĕсене васкавлă пулăшу автомашинисемпе, сывлăх сыхлавçисемпех ăсататпăр. Йывăр çын хĕрарăмсене вырăнти гинекологи уйрăмне вырттаратпăр.

Районти тĕп больницăн ытти уйрăмĕсем (гинекологи, травматологи, хирурги, терапи, неврологи...) халиччен мĕнле ĕçленĕ çавăн пекех пациентсене йышăнаççĕ, сиплеççĕ.

Коронавирусран сиплемелли 60 вырăнлăх уйрăм валли медицина ĕçченĕсене тăхăнмалли хỹтлĕх хатĕрĕсем, ỹпкене вĕртермелли аппаратсем, кислород концентраторĕсем, эмелсем кỹрсе килнĕ. Медицина персоналĕсене хатĕрлесе çитернĕ, - терĕ районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков.

 - Сиплеве мĕн чухлĕ иртерех пуçăнатăн, çавăн пек часрах сывалатăн. Вырăнтах çакнашкал тепĕр уйрăм уçма май пулнишĕн хĕпĕртемелле. Ача çуратакан уйрăм больницăн ытти сиплев зданийĕсемпе çыхăнман. Унта уйрăм алăкпа кĕрсе çỹремелле. Çакă меллĕ те. Йывăртарах чирлисене Шупашкара куçарма та пултаратпăр, - терĕ министерство канашлăвĕнче çак ыйтăва тĕплĕн сỹтсе явнă çĕре хутшăннă республикăн тĕп акушер-гинекологĕ Татьяна Дерибаско.

Чăваш Енĕн ача-пăча клиника больницин тĕп врачĕн çумĕ Эльвира Павлова та медицина персоналĕ вĕренсе экзаменсем панине, сертификатсем илнине çирĕплетрĕ. Районта пурăнакансене грипп чирĕнчен хỹтĕленсе вакцина яртарассине тĕпе хума ыйтрĕ. Халиччен прививка тунисенчен нихăшĕн те сывлăхĕ хавшани пулман-мĕн. Ашшĕ-амăшĕн уйрăмах ачисемшĕн сыхă тăмалла. Прививка тутарассине сивлемелле мар. Йывăр çын хĕрарăмсен вара пулас ăрушăн та, хăйĕншĕн те хỹтĕленмеллех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика