Кĕперĕ тỹсĕмлĕ, туслăхĕ çирĕп пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2020, 13:55 Просмотров: 541

 Ушкăн вăйĕ яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йышпа пысăк ĕç тума та, савăнăçа пĕрле пайлама та аван. Ку тĕлĕшпе Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Тури Пỹртлĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Çак кунсенче эпир пĕрлехи хавхаланупа пысăк ĕç турăмăр, Колхоз тата Шкул урамĕсене çыхăнтаракан кĕпере тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр.

аян пурне те пăшăрхантаракан çак ыйтăва чăн малтанах ял старостипе К. Удаловпа сỹтсе явнă хыççăн халăхпа тĕл пулса калаçрăмăр, пĕр шухăш патне тухнă хыççăнах вăхăта вăраха ямасăр икĕ урама çыхăнтарса тăракан кĕпере юсама пикентĕмĕр. Пысăк ĕçе пуçăннă чухне ыйтăвĕсем пĕрин хыççăн тепри тупăнсах тăраççĕ. Е пĕр-пĕр япали çитмест е техника вăйĕ кирлĕ тата ытти те. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ю. Степанов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Федоров, В. Секретов предприниматель вĕсене пĕрлехи вăйпа татса панăран ĕç кал-кал та ăнăçлă пулса пычĕ, кĕпере çийĕнчех тирпейлеме пултартăмăр. В. Ни- китин хăйĕн тракторĕпе пулăшса тăчĕ. Кĕпер тума кар тăнă çынсене, уйрăм хастарсене пĕр шухăшлă пулса пысăк ĕç тунăшăн тав сăмахĕ çеç каласшăн. Ял илемĕ, тирпейлĕхĕ, хăтлăлăхĕ пиртен кашнийĕнчен килет. Эпир пурăнакан пĕчĕк çĕршывăмăр пире хавхалану кỹтĕр, пурне те вăй-хăват çеç хуштăр.

А. ЛАПШИН, ял тăрăхĕн депутачĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика