Пĕрле пулар!

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2020, 10:35 Просмотров: 393

 Район халăхĕ патне тĕрĕс информаци вăхăтра çитерессишĕн тăрăшатпăр эпир. Эрнере икĕ хутчен икĕ чĕлхепе - чăвашла тата тутарла - тухакан тăван хаçатăмăр "Авангард" паянхи кун 4374 экземплярпа пичетленет. Халăхпа çыхăну тытма пире почта ĕçченĕсем пулăшаççĕ. Çавăн пекех вĕсем çулталăкне икĕ хутчен çырăнтару кампанине йĕркелеççĕ. Халĕ шăпах 2021 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли район хыпарçине çырăнмалли тапхăр пырать. Хаклă вулаканăмăрсем, çитес çул та эпир сирĕн пата кăçалхи пекех эрнере икĕ хутчен çитĕпĕр. Кун пирки хăш-пĕр суя сăмаха ан ĕненĕр. Шел, паянхи куна пирĕнпе малашне те туслашас шухăшлисен йышĕ пысăк мар, икĕ пине яхăн çеç-ха. Чăнах та вăхăчĕ тата уйăх ытларах пур, çапах та юлашки куна хăварас марччĕ. "Авангард" хаçат вулавăшсенче çеç мар, кашни организаци-предприятинчех пулмаллах. Юхпапа Пăла тăрăхĕн халăхне те район хыпарçипе туслашма чĕнсе калатпăр. Эсир те çырăнмасан кам çырăнса илĕ тăван хаçатăмăра? Пĕтĕм шанăç - сирте!

 Чăнах та, Интернет пуç пулнă саманара тĕрлĕ хыпара самантрах пĕлме пулать, телевизор та кунĕн-çĕрĕн кăтартать. Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçне вара туллин çутатакан массăллă информаци хатĕрĕ пĕрре çеç вĕт-ха - "Авангард" хаçат! Таçти ют çĕршыври хыпарсене туххăмрах пĕлетпĕр, районтисене сисмесĕрех юлатпăр. Çын урлă мар, хамăр куçпа вуласа паллашасчĕ. 475 тенкĕ те 14 пус тавар çине куçарсан пысăк укçа та мар. Пĕрре хăнана кайнă чухне те икĕ-виçĕ хут ытларах расхутланатпăр. Çак нухрата почтальона тыттарсан вара çур çул алăран хаçат ямастпăр. Район пурнăçĕпе паллашнипе пĕрлех камăн юбилей, кам çĕре кĕнине те вуласа пĕлме пулĕ. Паллах, малашне те ĕç çынни тĕп вырăн йышăнĕ хаçат страницисенче. Критика та вырăн тупĕ. Вĕрентекенсемпе сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене, çĕр çыннисене, культурăра тăрăшакансемпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене тата ытти сферăра вăй хуракансене те сăмах парăпăр. Хайлавсемпе поэзие кăмăллакансене те хапăл тăватпăр.

Çитес çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче "Авангард" хаçат 90 çул тултарать. Паллах, сумлă юбилей ячĕпе редакципе типографинче вăй хунă ĕçтешĕмĕрсен тата хаçата çырса тăракансемпе ăна çырăнса илекенсен аса илĕвĕсемпе сĕнĕвĕсене те кĕтетпĕр. Вĕсем те вулакансемшĕн кăсăклă пуласса шансах тăратпăр.

Эппин, пĕрле пулар!

Александр КОЗЛОВ, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика