Вăрçă паттăрĕн ятне нихăçан та манмăпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2020, 10:37 Просмотров: 394

Вăрçăн йывăр та тертлĕ çулĕсем, çухатусем пирки эпĕ ытларах юратнă кукаçин, Çĕнĕ Ахпỹртре пурăннă Иван Волковăн, аса илĕвĕсенчен пĕлетĕп. Тăватă çула тăсăлнă хаяр кунсем пирки питех пуплеместчĕ, анчах вăл иртнĕ вăхăта куçĕ умне кăларса каласа панисене хут çине çырса хума, ыйтса пĕлме тăрăшаттăм. Манăн шутпа, фашистла Германие çĕнтерессишĕн çапăçнисем пирки пирĕн пурин те пĕлмеллех. Шел пулин те, хăш-пĕр çемьере Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсем, вĕсен наградисем, ăçта çапăçнисем пирки нимĕн те каласа параймаççĕ. Фронтовиксен аса илĕвĕсене йăхран йăха куçарса пымалла, манăçа кăлармалла мар.

Иван Волков Çĕнĕ Ахпỹртре, нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ пилĕк пепке çуратнă, манăн кукаçи - тăваттăмĕш. Унăн ашшĕ - Федор - вĕреннĕ çын пулнă. Вăл патша вăхăтĕнче уретникре вăй хунă, каярах ветеринар профессине алла илнĕ. Ывăлне пĕлỹ парассишĕн питĕ тăрăшнă, уйрăмах вĕрентекен пултарасси килнĕ. Ялти çичĕ класлă шкултан Иван Федорович "5" паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Хаяр вăрçă пуçланнă çул Патăрьелĕнчи педагогика училищинче пĕлĕвне малалла тăсать. Анчах çамрăк каччăн ĕмĕчĕ 1942 çулта татăлать, ăна повестка параççĕ.

 Ялтан пĕр кунта çиччĕн тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Шăпа И. Волкова çеç каялла çĕнтерỹпе таврăнма пỹрнĕ. Кукаçи юнлă вăрçă хирĕнче выртса юлнă ентешĕсем пирки аса илме пуçласан хурланатчĕ.

Малтанах вĕсене Шуя хулинче çар ĕçне вĕрентнĕ. Кун пирки кукаçи пит каласа пама юратмастчĕ, фашистсене тапăнни пирки сăмах пуçласан хавхаланса каятчĕ. Днепр юхан шывĕшĕн, Киева ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусем пирки час-часах аса илетчĕ. Историнчен эпир нимĕçсем кунта еплерех вăйлă хỹтĕлевсем тунине питĕ лайăх пĕлетпĕр.

Пирĕн çарсен тăшман патне курайманлăх пысăк пулнă, çавăнпах нимĕçсен хỹтĕлевне татса Днепр патне тухма пултарнă. Кукаçи ытти десантниксемпе пĕрле сĕм çĕрле Украинăн аслă юхан шывĕн сылтăм енне пĕр шавсăр ишнĕ. Çыран хĕрне çитме нумай та юлман, çав самантра каçхи шăплăха çурса ракетăсем çутатса сас панă, автоматсемпе пулеметсенчен, минометсенчен пеме пуçланă. Нумайăшĕ аманнăран шыв юнпа пĕвеннĕ. Çапах та десантниксем çыран хĕррине ишсе çитнĕ. Кунта вара тан мар çапăçу пуçланнă. Йышĕ сахалланса та сахалланса пынă, 17ĕн çеç тăрса юлнă. Вĕсен хушшинче И. Волков та пулнă. Пĕчĕк йышпах тăшманăн малти линине парăнтарнă, фашистсен тапăнăвне темиçе хутчен те чăтса ирттерме тивнĕ. Хĕвел тухнă çĕре тата çиччĕшĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Фашистсем татти-сыпписĕр пенĕ, чĕрĕ юлма та май çук пек туйăннă, апла пулин те салтаксем пирĕн çарăн тĕп вăйĕ киличчен хăйсем йышăннă лапама тăшмана паман. "Командовани хушнă ĕçе чыслăн пурнăçларăмăр", - тетчĕ кукаçи çав çапăçу пирки сăмах пуçарсан.

И. Волковăн вăрçăра темиçе хутчен те хаяр та хăрушă тытăçусене кĕме тивнĕ. Одерпа Шпрее юхан шывĕсене илнĕ чухнехи самантсене те вăл питĕ лайăх ас тăватчĕ. Украинăн пĕрремĕш фрончĕн командующийĕпе И. С. Коневпа тĕл пулни пирки час-часах каласа паратчĕ.

Кĕрхи кун И. Конев машини пылчăка лакса ларнă пулнă. Шăп çав самантра Иван Федорович юлташĕсемпе унтан иртсе пынă. Вĕсем пурте пĕрле командующин техникине чышса кăларма пулăшнă. Çакăншăн вĕсене генерал сигарет парса тав тунă. Кукаçи портсигарне уçмассерен: "Генерал пирусне илме тивĕç пулмалла ăна", - тетчĕ кăмăллăн кăна.

Çĕнĕ Ахпỹрт каччин вăрçă çулĕ Германие çитичченех тăсăлнă. Нейс юхан шывне илнĕ чухне вăл малти линире "Катюшăсене" ăçта пемеллине кăтартса тăнă. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ.

 1947 çулта Иван Волков тăван ялне таврăннă. Унччен вăл Венăра службăра тăнă. Виçĕ хутчен аманнă салтакăн кăкăрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсем, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, "Паттăрлăхшăн" виçĕ медаль, "Берлина илнĕшĕн", "Прагăна хăтарнăшăн, "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăшăн" медальсем тата ытти наградăсем капăрлатнă.

Çĕнтерỹçĕ гимнастеркине хывсанах çанă тавăрса ĕçе пикеннĕ. Нимĕçсем аркатнă Сталинград хулине çĕклеме, Атăлти гидроэлектростанцие тума хутшăннă. Çав вăхăтра вăл строительсен темиçе специальноçне алла илнĕ. Иван Федорович хуларах тăрса юлма та пултарнă, анчах çамрăкăн чунĕ çуралнă кĕтеселлех туртăннă. Яла таврăнсан вăл вăрçа кайиччен пуçăннă вĕренĕве малалла тăсса учитель дипломне илнĕ. Педагогика училищинчех хăйĕн пулас мăшăрне Ольга Ильиничнăна тĕл пулнă. Иккĕшĕ те пуçламăш класра вĕренекен ачасене ăс панă. Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулта тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă. Вĕсем тăрăшулăхне кура тĕрлĕ награда илме тивĕçнĕ, çавăн пекех вĕренекенĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те питĕ хисепленĕ. Пилĕк ачине ура çине тăратнă, пурте аслă пĕлỹллĕ.

Шел пулин те, кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине те кĕтсе илеймерĕ. Вăл пирĕнпе юнашар çук пулсан та çĕнтерỹçĕ Иван Волковăн хисеплĕ те сумлă ячĕ яланах асра юлĕ.

Марина КУЗЬМИНА. Нăрваш Шăхаль ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика