Салтакра та, ĕçре те - малтисен ретĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2020, 10:38 Просмотров: 364

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 75 çул çитрĕ, анчах фашистсене хирĕç тăватă çул çапăçнисемшĕн, çав вăхăтра пурăннисемшĕн ĕнер пулнă пек çеç туйăнать. Вăл вĕсен чунĕнче нихăçан пирчеми тарăн йĕр хăварнă, ỹтри суранĕсем вара хăрушă вăхăта аса илтерсех тăраççĕ.

Манăн çывăх çыннăм, Зиниятулла Зарипович Талюсов 1924 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче Хирти Пикшикре çуралнă. Çемьере вăл вуннăмĕш ача пулнă, анчах унпа пĕр тăванĕсем тĕрлĕ чир-чĕрпе çамрăклах вилнĕ. 17 çулта чухне юлташĕсемпе пĕрле Хабаровск тăрăхĕнчи Чегдомын хулине столяра вĕренме кайнă. Вăл суйласа илнĕ профессипе нумай вăй хурайман, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.

1942 çулхи августра З. Талюсова çар ретне тăма ят тухать. Тĕреклĕ каччă хăй тĕллĕн çỹрекен артиллери техникин училищинче авăрлакана вĕренет. Челябинскинчи марш ротинчи тăрать. Вăрçă çулĕ унăн Карелипе Фин фронтне каякан Çĕпĕрти механизациленĕ полкăн 371-мĕш составĕнче пуçланать.

Совет салтакĕсем хуласемпе ялсене пĕрин хыççăн теприне ирĕке кăларса малалла кайнă.

З. Талюсов Балти (Прибалтика) республикисене фашистсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă. Каярах механизациленĕ 371-мĕш полка техника тата çынсем хушса панă хыççăн вĕсене Варшавăна куçарнă. Польша çĕршывĕнче пурăнакансем совет салтакĕсене куççульпе кĕтсе илнĕ. Зиниятулла Зарипович Çĕнтерỹ кунĕнче Рейхстаг стени патĕнче тăнă. З. Талюсов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен кăкăр тулли наградăпа таврăннă, анчах уншăн чи хаклисем - "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн" тата "Берлина илнĕшĕн" медальсем. Çавăн пекех "Свирь çĕнтерĕвне 35 çул" паллă та пулнă. Тав çырăвĕнче çак наградăна 1944 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Свирь юхан шывĕшĕн пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнишĕн панине çырнă. "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Паттăрлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медалĕсене те куç пекех упранă. Хирти Пикшик каччи вăрçăран 1947 çулта таврăннă. Ăна амăшĕ çеç кĕтсе илнĕ, ашшĕ маларах куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Килсен те вăл тỹрех ĕçе пикеннĕ. Зиниятулла Зарипович Патăрьелĕнчи райпотребсоюзăн финанс пайĕнче вăй хунă, çав вăхăтрах Шупашкарта кооператив техникумĕнче товаровед профессине алла илнĕ. Каярах Канаш райповĕнче тăрăшнă. Эмина мăшăрĕпе вăл 7 ачине тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика