Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2020 09:05 Просмотров: 243

Ырă ĕç туни ырăпах таврăнать

ЧР Вĕрентÿ институтĕнче республикăри волонтерсемпе доброволецсен форумĕ уçăлнă. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Олег Алексеевич ыр кăмăллăх акцийĕсенче хастарлăх кăтартнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вĕсен йышĕнче карантин вăхăтĕнче ватă çынсене апат-çимĕçпе тивĕçтернисем, медиксене пулăшнă çамрăксем, волонтерсен ĕçне йĕркелесе пынă ертӳçĕсем тата ыттисем пулнă.

Грант уйăрса параççĕ

Çитес çул Республика кунне  Шупашкарта тата Çĕмĕрле районĕсенче ирттерĕç. Çĕмĕрле районĕнчи общество инфратытăмне аталантарма грант уйăрса параççĕ.

399 инвалида ĕçе вырнаçтарнă

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 29757 çын ĕçе вырнаçнă, çак шутран 399-шĕ инвалид. Ноябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне 21608 çын ĕçсĕррисен черетĕнче тăнă. Халĕ заявление дистанци мелĕпе те пама пулать.

Çамрăк хунавсем лартса хăварнă

Вунă çул каялла çуннă вăрмансене çĕнĕрен чĕртес тĕлĕшпе кăçал 1068 гектар çинче тĕрлĕ йывăç хунавне лартнă. Паян çав лаптăксене 95 процент çамрăк хунавсем йышăнаççĕ.

Кĕрхисене тĕрĕслеççĕ

Кĕрхи культурăсене кăçал 97,8 пин гектар акса хăварнă. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем кĕрхи культурăсене 9,24 пин гектар çинче тĕрĕсленĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, ÿсен-тăран лайăх аталанать.

Андреевсен виçĕреш çуралнă

Андреевсем пĕр самантра нумай ачаллă çемье пулса тăнă. Вĕсен виçĕреш çуралнă. Икĕ арçын ачапа пĕр хĕрача срокран маларах, октябрь уйăхĕнче, çут тĕнчене килнĕ. Пепкесем 1654 грамм, 1486 грамм, 1182 грамм тайнă. Вĕсем больницăра пĕр уйăх выртнă, вĕсене специалистсем сăнаса тăнă. Халĕ ачасен сывлăхĕ чиперех. Палăртмалла: пĕлтĕр те, кăçал та халиччен республикăра виçĕреш пулманччĕ.

Эмелсем çитнĕ

Республикăна коронавирусран сывалма пулăшакан эмелсем илсе килнĕ. COVID-19па чирлекенсем терапевт патне поликлиникăна е фельдшер пунктне пырсан вĕсене тÿрех эмелсем парса яраççĕ. Енчен те тухтăра киле чĕнсе илсен эмелсене каярах е волонтерсем е медицина ĕçченĕсем килсе параççĕ. Аса илтеретпĕр, коронавирусран сипленме пулăшакан эмелсемпе çынсене тÿлевсĕрех тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен 45 миллион та 800 пин тенкĕ укçа уйăрнă.

Пĕрешкел меню пулĕ

Республикăри пур шкулта та пĕрешкел меню пулĕ. Ăна Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркелĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсенчи столовăйсене çĕнетме çитес çулсенче те  бюджетран укçа уйăрĕç. Çĕнĕ йышши оборудовани апатри витаминсене сыхласа хăварма тата тутлăрах пĕçерме май парать.

+

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика