Çемье çавăрас кăмăл никамăн та ан пăсăлтăр

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2020 10:02 Просмотров: 261

 КОРОНАВИРУС инфекцийĕ халăх хушшинче çĕнелсе ан сарăлтăр тесе юлашки вăхăтра чылай йĕркене çивĕчлетрĕç. Вăл шутра кафесенче туйсем ирттерессине те, Чăваш Республикинчи ЗАГС органĕн çăмăллăхĕпе усă курассине тата ыттине те. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертỹçи Наталья Емелина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх малашне çак сăлтавпа нимĕнле ĕç те чарăнса тăмасть. Вăл шутра çемье çавăрас текенсем те маларах заявленисем парса çырăнма пултараççĕ. Анчах çырăнтару вăхăтĕнче пỹлĕмре кашни 4 тăваткал метрта 1 çын çеç пулмалла, пĕтĕмĕшле 20 çынтан ытлашши мар. Енчен те çак услови мăшăрланакансене тивĕçтермесен çырăнтарăва каярах куçарма та май пур. Йĕрке никамăн кăмăлне те ан пăстăр. Вăл пандеми хăрушлăхне сирес тĕллевпе çыхăннă.

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика