Хуçалăхри йышлă ĕç "Авангарда" çырăнма чăрмантармĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2020, 10:03 Просмотров: 328

 ТУРХАН ял тăрăхне кĕрекен Упамса ялĕ вăрманпа юнашар вырнаçнăран кунта пурăнакансем килĕрен тенĕ пекех хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. 3-4 е ытларах ĕне усракансем питĕ нумай. Унсăр пуçне чылайăшĕн пăру, сурăх, хур-кăвакал та пур. Лашапа кăсăкланакансем те çулсеренех хушăнса пыраççĕ. Белковсен, Игорь тата Леонид Вавиловсен, Сымовсен, Пятаковсен, Мулгачевсен тата ытти çемьесен хушма хуçалăхĕ уйрăмах выльăх-чĕрлĕхпе пуян. Унсăр пуçне Упамсасене милĕк, шăпăр çыхнипе те пĕлеççĕ. Акă, Федор Андреевич Сымов сиплĕ курăкпа хатĕрленĕ милĕкĕсене аякри хуласенченех килсе туянаççĕ. Çапла вара çак ял çыннисем çулталăк тăршшĕпех хăйсем валли чун канăçне тупаççĕ. Хуçалăхри йышлă ĕç районта тухса тăракан "Авангарда" çырăнма та, унпа тăтăшах çыхăну тытма та чăрмантармасть. Çак çемьесем пурте "чун апачĕпе" çывăх. Район хаçатне чылайăшĕ 2021 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнма та ĕлкĕрнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика