Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2020 10:19 Просмотров: 253

Физиолог, биологи наукисен докторĕ (1987), профессор (1988), Тутар АССРĕн физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1976), Тутар АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1978), Тутар АССРĕн наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988), Раççей Федерацийĕн аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2004) Ринат Абзалович Абзалов 85 çул каялла ноябрĕн 22-мĕшĕнче Кзыл Чишмара çуралнă.

Р. Абзалов - Патăрьелĕнчи педагогика училищин тата Хусанти патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. 1964 çултанпа Хусанти патшалăх институчĕнче ( халĕ университет) ĕçлет: 1975-2009 çулсенче - физкультура факультечĕн деканĕ, 1988 çултанпа пĕр вăхăтрах кафедра заведующийĕ. Пирĕн ентеш - Атăлçи федерацийĕн Хусанти пĕтĕмĕшле медицинăпа биологи институчĕн кафедрин профессорĕ, Пĕтĕм тĕнчери информатизаци академийĕн академикĕ, Тутарстан Республикин аслă шкулăн хисеплĕ ĕçченĕ.

Р. Абзалов 280 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра 4 монографи хатĕрленĕ. Çавăн пекех ентешĕмĕр 2006 çулта Тутарстан Республикин Президенчĕн М. Шаймиевăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен").

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика