Медицина учрежденийĕсене çĕнетесшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2020 10:19 Просмотров: 260

 "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе тата Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшỹллĕн пирĕн районта сывлăх сыхлавĕн сферинче 8 врач амбулаторийĕ, 8 фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла. Районти тĕп больница поликлиникине, инфекци уйрăмне, 4 врач амбулаторине, 6 фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсамалла. Кзыл Чишмари, Хирти Пикшикри врач амбулаторийĕсене юсамашкăн проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе пыраççĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнче фельдшерпа акушер пунктне хута яма хатĕрленеççĕ. 2021 çулта районти тĕп больница поликлиникине юсама та палăртаççĕ. Çавăн пекех кунти сывлăх учрежденийĕн территорине тирпей-илем кỹртме тĕллев лартнă.

Шухăш

 Анна МАКСИМОВА, Татмăшри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ:

- Сывлăх сыхлавĕн системинче 37 çул ĕçлетĕп эпĕ. Икĕ çул маларах пирĕн ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута ячĕç. Мĕн тери савăнтăмăр. Маларахринче ĕç условийĕсем тивĕçтерместчĕç пулсан, халĕ хулари евĕр. Çурта газпа та, электричествăпа та ăшăтма пулать. Пỹлĕмсем ирĕк, çутă. Çакнашкал ырлăх пурин патне те çитсен аван.

 А. ИВАНОВА

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика