Совет Союзĕн Геройĕ Патăрьелĕнче те ĕçленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2020, 10:21 Просмотров: 341

2020 çул Раççейре пурăнакан пĕтĕм халăхшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнипе асра юлать. Тăватă çула тăсăлнă хаяр вăрçа Патăрьел районĕнчен те вăйпитти арçынсем çеç мар, хĕрсем те хутшăннă. Шел пулин те чылайăшĕ тăван киле килеймен. Сывă юлнисем вара чылайăшĕ кăкăр тулли орден-медальпе таврăннă. Вĕсем хушшинче Совет Союзĕн Геройĕсем, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем те пулнă.

 Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вăрçă паттăрĕсене чылайăшĕ пĕлеççĕ. Анчах та ют районта çуралса ỹссе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăрăшса ĕçленĕ çак паттăр пирки пĕлекен сахал пулĕ. Шăпах çакнашкал çын пирки сăмах хускатасшăн.

Чăваш Республикин ШĔМĕн çуртне нумай пулмасть кăна çĕнĕрен тунă хыççăн вăл урама Совет Союзĕн Геройĕн А. Логиновăн ятне панă. Çурт умне унăн палăкне те вырнаçтарнă.

Алексей Романович 1903 çулта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Упупушкăнь ялĕнче çуралнă. Çамрăк малтан ялти пуянсем патĕнче ĕçленĕ, каярахпа Атай вулăсĕн кооперативĕнче курьер, тепĕр икĕ çултан ĕç тăвакан яваплă специалист пулса тăрăшнă.

 1931 çулта 28 çулхи çамрăк специалиста Хĕрлĕ Чутай районĕнчи милици управленинче секретарь пулса ĕçлеме шанаççĕ. Канцеляри ĕçне лайăх йĕркелесе янăшăн ăна ĕç ударникĕсен конференцийĕнче Хисеп хучĕпе тата вăл вăхăтри хисеплĕ парнене - 3 метр ситца пусмана - парса чыс тунă.

Çав вăхăталла вăл хăйсен районĕнче халăх судĕнче ĕçленĕ. Унтан ăна 1936 çулта Шупашкара юрист специальноçне алла илме вĕренме янă. Пĕррехинче Шупашкарти патшалăх архивĕнче хама кăсăклантаракан судпа право органĕсем çинчен материалсене тишкернĕ чухне мана ытти таврапĕлỹçĕсем тĕл пулман материалсемпе паллашма май килчĕ. Вĕсем хушшинче А. Логинов пирки те пĕлтерĕшлĕ йĕркесене тупрăм.

ЧАССР юстицин халăх комиссариачĕн 1937 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн Алексей Логинова Патăрьел районĕнчи халăх сучĕ çумĕнчи нотариат сĕтелĕн заведующийĕ пулма шаннă. 1938 çулта вара ăна хăй ыйтнипе Хĕрлĕ Чутай районне нотариус ĕçне пурнăçлама куçарнă. Икĕ çул ытларах ĕçленĕ хыççăн ăна çак районтах адвокатсен канашне илнĕ. Çак ĕçре икĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн 1940 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса Элĕк районĕн халăх судйи пулса ĕçленĕ, çакăнтанах вăрçа кайнă.

1943 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Днепр юханшывĕ урлă каçса нимĕçсемпе çапăçăва кĕнĕ чухне вăл вилмеллех аманнă. Çак çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Алексей Романович Логинов СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1946 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнчи Указĕпе Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ.

Д. КОННОВ, таврапĕлỹçĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика