Депутат хастарлăхĕпе урамри çула тикĕсленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2020 16:38 Просмотров: 197

ВЫРĂНТИ хăй тытăмлăх органĕсен кăçалхи суйлавĕнче халăх шанăçне кĕнĕ хăш-пĕр депутат ырă ĕçе те пикенчĕ. Ку тĕлĕшпе Аслă Чемен ял тăрăхĕн "халăх тарçисем" уйрăмах тăван ялшăн, унăн тирпей-илемĕшĕн хăпартлансах хăйсен тивĕçне пурнăçлама тăрăшни сисĕнет. Хаçатăн иртнĕ номерĕсенче вулакана вĕсемпе паллаштарнăччĕ. Нумай пулмасть çеç вĕсем кар тăрса юхăннă кĕперсене тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, урамсене тирпейлерĕç тата ытти те. Çак кунсенче редакцие каллех çĕнĕ хыпар çитрĕ. Халĕ акă, Тури Чакăра пурăнакан Владимир Кадушкин депутат йĕркеленипе ял хушшинчи урама вак чул сарса тикĕсленĕ. Депутат пуçарăвне ватти те, çамрăкки те хапăл тунă, пĕрлехи вăйпа йĕпе-сапара автомашинăпа кĕрсе тухма йывăр çула çанталăк сивĕтиччен тирпейлесе хунă. Çакăнпа ĕç вĕçленнĕ тесе шутламаççĕ ял çыннисем. Вăйсене пĕрлештерсе тикĕсленĕ çула малашне пăхса тăрассине, ăна тирпейлĕ тытассине те хăйсем çинех илнĕ.

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика