Блиц-интервью: Владислав Николаев

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2020, 16:57 Просмотров: 323

Пирĕн редакци хăни паян - Владислав Николаев çыравçă-журналист. Тĕрлĕ çул вăл "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ", "Молодежный курьер", "Хресчен сасси", "Спортивная Чувашия" хаçатсенче ĕçленĕ. "Тантăш" хаçатăн, "Самант", "Тетте" журналсен тĕп редакторĕнче вăй хунă. 2013-2017 çулсенче ачасем валли "Асамат-Шевле", "Панулми" журналсем тата "Салам" обществăпа политика хаçачĕ кăларса тăнă. 2018 çултанпа - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн корреспонденчĕ.

Владислав Николаев - Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ. "Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем" (2010), "Хула хĕрачи" (2016), "Дипломлă Тиха" (2017), "Манăн атте - çулçă" (2020) кĕнекесен авторĕ.

 "Кĕтмен юрату" коллективлă сборника унăн "Кỹршĕ хĕрĕ" калавĕ кĕнĕ.

- Мĕн вăл сирĕншĕн литература?

- Вăхăта усăллă та лайăх ирттермелли, кăткăс ыйтусене çĕклемелли тата татса памалли мел.

- Мĕн хавхалантарать сире çырма?

- Тĕрлĕрен: сăмах, шухăш, шăпа, кăсăк лару-тăру. Лайăх шухăш килет те пуçа - çырас килет. Пĕр-пĕр çын шăпи кăсăклантарса ярать те - каллех çырас килет. Тепĕр чухне такам пит аванах мар çырнă текста вулатăн та - тарăхса кайнипе вулакансене киленсе вуламалли калав-повесть, сăмахĕсем юхса пынăн туйăнмалли текст çырас килсе каять. Е пĕр-пĕр кăсăк лару-тăрăва лекетĕн, е юлташсем каласа параççĕ - çийĕнчех алла калем тытас килет.

- Юратнă поэт, прозаик.

- Унашкаллисем питĕ нумай. Поэтсенчен - Михаил Лермонтов, Николай Гумилев, Сергей Есенин, Осип Мандельштам, Анна Ахматова, Марина Цветаева, Петĕр Хусанкай, Петĕр Яккусен, Петĕр Эйзин тата ыттисем те, уйрăммăн çавах та Владимир Высоцкий ятне асăнас килет. Прозаиксенчен - Антон Чехов, Михаил Шолохов, Сергей Довлатов, Валентин Распутин, Алексей Иванов, Эрих Мария Ремарк, Пауло Коэльо, Харуки Мураками, Дэн Браун, Илпек Микулайĕ, Никифор Мранька тата ыттисем те, уйрăммăн асăнмалли çыравçă - Михаил Веллер. Драматургсенчен - Александр Островский тата Николай Терентьев.

- Юратнă кĕнеке.

- Нумай çеç мар, питĕ нумай юратнисем: "Мастер и Маргарита" (Михаил Булгаков), "Жизнь взаймы" (Эрих Мария Ремарк), "Унесенные ветром" (Маргарет Митчелл), "Приключения майора Звягина" (Михаил Веллер), "Алхимик" (Пауло Коэльо) тата ыттисем те.

- Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?

- Халь пурăнакансенчен - Пауло Коэльопа тата Михаил Веллерпа. Пиртен уйрăлса кайнисенчен - Константин Ивановпа тата Çеçпĕл Мишшипе.

 - Пурнăç девизĕ.

- Сывлăх пур чух, вăй пур чух, кăмăл пур чух - çырмалла, ĕçлемелле, пурăнмалла.

- Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?

- Юлташăмсене вулаттаратăп (тепĕр чухне никама кăтартмасăрах редакцисене яратăп) - ку прозăпа юптарусем пирки. Пьесăсене чи малтанах çывăх тусăма Станислав Васильев режиссера кăтартатăп. Маншăн аслă ăрури çыравçăсен шухăшĕ питĕ кăсăк - Арсений Тарасовăн, Василий Кервенĕн, Виталий Станьялăн тата, паллах, Станислав Васильевăн.

Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ

Яндекс.Метрика