Сывлăха упрар

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2020 16:59 Просмотров: 210

Коронавируспа чирлекенсен шучĕ кунран-кун ỹссе пырать. Ноябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 16 больницăра çак амакран сипленеççĕ. Çак тĕллевпе 3040 койка-вырăн хатĕрленĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра коронавируспа чирленисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Чирлĕ çынсене сиплеме эмелсем çителĕклĕ, икĕ уйăха çитмелле. Паянхи куна илсен республикăра коронавируспа чирленĕ икĕ пин çурă ытла çын больницăра выртать. Икĕ пин ытларахăшĕ килте сипленет. 30 больница никĕсĕ çинче коронавируспа йышăнакан тата сипленме пулăшакан центрсем йĕркеленĕ. Килтех сывалакан çынсене тĕрĕслесе тăма 92 мобильлĕ ушкăн туса хунă. Çывăх вăхăтра анализ тăвакан лабораторисен шутне те ỹстересшĕн. Чирлĕ çынсене тỹлевсĕр эмелпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен 45 миллион та 800 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа эмелсем туянса хунă.

 Тухтăрсем те, сипленекенсем те кунашкал йывăр чир çак таранччен курманнине калаççĕ. Çынсем коронавирус чирĕ мĕнне пĕлменрен çав тери çăмăлттай хăтланаççĕ. Хамăра хамăр сыхлама тăрăшмалла. Гигиена пирки манмалла мар.

Коронавирус çакланасси хамăртан та нумай килет. Ăшă тумланма, лайăх апатланма тăрăшмалла. Сывлăха упрар. Халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче хỹтĕлев маски тăхăнмалла. Ăна тăтăш улăштармалла. Урамран киле кĕрсен алăпа пите супăньпе çумалла, ятарлă дезинфекци хутăшĕсемпе усă курмалла.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Газета

Архив материалов

Январь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Все новости

Яндекс.Метрика