Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2020, 11:12 Просмотров: 212

Врач-стоматолог, медицина наукисен докторĕ, профессор (2008 çул), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ (2018) Юрий Николаевич Уруков çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Вăл1960 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпỹртре кун çути курнă.

Ю. Уруков - Хусан патшалăх медицина институчĕн стоматологи факультечĕн выпускникĕ. Хăйĕн ĕç çулне вăл 1984 çулта республикăри стоматологи поликлиникинче врач-стоматолог пулса пуçланă. 1987 çултан пуçласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет: малтан стоматологи кафедрин ассистенчĕ пулнă, 1996 çултан стоматологипе ордодонт ортопедийĕн кафедрин заведующийĕ.

Ентеш 60 ытла наука ĕçĕсен, шутласа кăларнă патентсемпе свидетельствăсен авторĕ. Стоматологи ортопедийĕн клиникинче хăй шутласа кăларнă гипоаллергенлă акрил пластмассине ĕçе кĕртнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика