Алманчăсем халăхпа та, сывлăхпа та пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2020, 11:20 Просмотров: 198

ÇАК кунсенче Алманчăра пурăнакан Христиния Трифоновна Еремеевăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизовпа вырăнти депутатсем 90 çул тултарнă ятпа саламланă, тыл хастарĕпе ĕç ветеранне канлĕ ватлăх, сывлăх суннă, Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă открыткисене парнеленĕ май, пархатарлă ĕçшĕн тав тунă. Сăмах май каласан, пилĕк ача амăшĕ ялта хисеплĕ çынсенчен пĕри. Хĕрарăм вăрçă çулĕсенче аслисемпе тан ĕçленĕ. Каярахпа колхозра, 17 çул почтальонкăра тăрăшнă. Вуннăмĕш теçеткене ваклакан ватă хăй ас тăвассах районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнса илнине пĕлтерчĕ. "Пирĕн çемьешĕн "чун апачĕ" вăл",- тет Хреçтук аппа кăмăллăн.

Çакна та палăртмала: Алманчă ял тăрăхĕ халăхпа та, сывлăхпа та пуян. Паян ялта 90 урлă каçнă тăхăр çын пурăнать. Ватăсенчен пĕри 100 çул тултарнă, улттăшĕ 95 çулхи, иккĕшĕ 90 çулхи юбилейĕсене паллă тунă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика