Юратнă ĕçĕ уншăн савăнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2020, 11:41 Просмотров: 193

Икĕ ывăлĕпе кунсерен ирпе пĕрле тухса утать Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнчи Ирина Евреева. Антонпа Артем шкула васкаççĕ. Асли тăххăрмĕш, кĕçĕнни пĕрремĕш классене çỹреççĕ. Ирина Анатольевна вара ĕçе каять. Ачасен амăшĕ "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" предприяти филиалĕнче ĕçлет.

 Пĕр-пĕринчен автобус чарăнăвĕнче уйрăлаççĕ. Ĕçе çỹрекенсене те, шкула каякансене те ятарлă транспорт килсе илет. Тепĕр чухне ялта пурăнатпăр тесе те калаймăн. Кĕрлĕ-çурлă пылчăкпа пушмак кĕлли те вараланмасть.

Ĕçе çитсен каллех тирпейлĕх хуçаланать. Цехсене кĕриччен душра çăвăнаççĕ, тумтире улăштараççĕ.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи "Южное" комплексри ĕç условийĕсемпе паянхине танлаштарсан уйрăмлăхĕ çĕрпе пĕлĕт евĕрех. Апат парассине, тислĕк тасатассине тата ытти ĕçсене механизацилени штатсене чылай чакарма май панă. Паян Ирина Евреева Людмила Мешкова, Надежда Митрофанова тантăшĕсемпе пĕрле 7-7,5 пин сысна пăхать. Çакăн чухлĕ пуçа пỹрне хуçса шутласа та пĕтереймĕн. 6 витене вырнаçнă самăртакан выльăхсем. Тепĕр цехран вĕсене 25 килограмран ытларах çитĕнсен куçараççĕ. Пĕр-пĕр клеткăна 120-шер пуç яраççĕ.

- Ĕç килĕшет. Цеха кĕрсен тухас та килмест. Çутă, ăшă, тирпейлĕ. Ĕç условийĕсем тивĕçтереççĕ. Тỹлевĕ пур. Преми те параççĕ. Кăнтăрла вĕри апат çитереççĕ,- тет Ирина Анатольевна.

Унăн сăмахне ыттисем те çирĕплетеççĕ. Ĕç тумтирне кашни смена хыççăн çуса тасатаççĕ. Ятарлă çын пур. Çăвăнса тасалмалли супăнь, шампунь каллех килтен илсе килмелле мар.

- Вăхăтĕнче анне те манăн комплексра 15 çул ĕçленĕ. Чыс-хисепе тивĕçнех. Пĕчĕкрех чухне унпа пĕрле пĕрре мар кунта килсе курнă. Аслисен пултарулăхĕ ăмсантаратчĕ. Çуркуннепе предприяти йĕри-тавра улмуççи, чие йывăççисем, çырла тĕмĕсем çеçке çуратчĕç. Çуллапа кĕркунне вĕсен çимĕçĕ пулатчĕ. Ача-пăчана тата мĕн кирлĕ,- аса илет иртнине Ирина.

Паянхи кун вара пĕрлешỹ филиалĕн таврашне ют çын кĕреймест. Хăйсем те санитари йĕркисене питĕ çирĕп пăхăнаççĕ. Выльăх тăракан вырăнсене çуса тасатса, дезинфекцилесех тăраççĕ.

Ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă И. Евреева. Вăтам шкул хыççăн хулана кайма шутламан вăл. Малтанласа Е. Мартышкин фермер патĕнче ĕçленĕ. Качча тухса çемьеллĕ пулнă. 3 ывăл çуратнă. Асли килтен кайнă та ĕнтĕ. Канашри медицина училищин 3 курсĕнче вĕренет. Çемьере 3 пăхаттир пулнăшăн хĕпĕртет те. Вĕсем ашшĕпе, Владимир Вячеславовичпа, кирек хăш ĕçе пуçăнма та пултараççĕ. Техника пур. 3 гектар севок çитĕнтереççĕ.

- Ĕçе килĕштермесен çитĕнỹ тăваймастăнах. Сыснасем талăкра 960-шар грамм ỹт хушса пыни савăнтарать. Тăрăшуллă ĕçĕн кăтартăвĕ лайăх. Çавăнпа кунсерен ĕçе утас та килет,- тет калаçăва пĕтĕмлетсе Ирина Анатольевна.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика